Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш наципе культура автономийӗн пайташӗсемпе «Сувар» хаçат ӗçченӗсем мобилизациленнисем патне кайса килчӗç

Мобилизациленнисем паян тӗп тимлӗхре. Патшалăх тивӗçтерӗвӗ пулсан та вӗсене пулăшас текенсем нумай, çав шутра предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем. Сивӗ те йӗпе-сапаллă çанталăк пулнине кура Чăваш наципе культура автномийӗн пайташӗсем хальхи вăхăтра мобилизациленнисене чи кирлӗ япаласене илме шутларӗç.

Мобилизациленнисем паян тӗп тимлӗхре. Патшалăх тивӗçтерӗвӗ пулсан та вӗсене пулăшас текенсем нумай, çав шутра предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем. Ку эрнере, ноябрӗн 23-мӗшӗнче, Танк училищин вӗренӳ полигонӗнчи палатка лагерьне вырнаçтарнă резервистсем патӗнче Тутарстан халăхсен Ассамблейипе Чăваш наципе культура автономийӗн представителӗсем – ТР халăхсен Ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçин пулăшуçи Рустам Хузиахметов, ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев тата редакци ӗçченӗсем пулчӗç. Ассамблея пулăшу акцине çӗршывра тулли мар мобилизаци пуçлансах хута янă. Чăвашсем умӗн азербайджан, армян, казах, таджик халăхӗсен çыннисем, грексемпе якутсем таранах килсе кайнă. Тоннипе улма-çырла, ытти кирлӗ япала кӳнӗ мобилизациленнисем валли, концерт лартнă. 

Сивӗ те йӗпе-сапаллă çанталăк пулнине кура Чăваш наципе культура автномийӗн пайташӗсем хальхи вăхăтра мобилизациленнисене чи кирлӗ япаласене илме шутларӗç. Маларах хăйсенченех ыйтса пӗлнӗ кун пирки. Çапла пӗтӗмпе 168 штук хӗллехи газ баллонӗ, 50 штук портативлă газ плити, 20 пин тенкӗлӗх улма-çырлапа пылак апат леçсе патăмăр. Унсăр пуçне чăвашсем валли «Сувар» редакцийӗ хаçатăн çӗнӗ номерӗсемпе «Шурăмпуç» литература кăларăмне, Александр Савельев-Сасăн «Салтак сăмахӗ» сăвăсен пуххипе ытти кӗнекисене парнелерӗ. Пулăшу акцине ЧНКА Канашӗн пайташӗсем питӗ активлă хутшăнчӗç. Организацин председателӗ Дмитрий Самаренкин хăй кăна 30 пин тенкӗ укçа пачӗ. Кашнинчен 1 пин тенкӗ пуçтарма калаçса татăлсан та Теччӗри чăвашсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Володар Тимофеев 3 пин, ТР Обществăлла палатăн пайташӗ Владимир Иванов 2 пин тенкӗ куçарчӗç. ТР халăхсен Ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев та айккинче юлмарӗ, 20 пин тенкӗлӗх  улма-çырла туянчӗ. 

Чăвашсем мобилизациленнисем хушшинче питӗ нумай. Ку эрнере вӗсем патне Чăваш Республикинчен те ятарласа килсе кайрӗç, «Уяв» ансамбль концерт лартса пачӗ. 

Эпир пынă чухне резервистсем пурте полигонра вӗренӳреччӗ. Палатка лагерӗнчен вăл инçех мар. Автомат черечӗн, пулемет шатăртатнин сассисем пит лайăх илтӗнсе тăчӗç. Халиччен кун пек çӗрте пулса курман та интересленсех лагере сăнарăмăр. Асфальтлă çул ик енӗпе палаткăсем вырнаçнă, пысăк вӗсем, 30 тăваткал метртан сахал мар, тен, пысăкрах та. Палаткăсен тăррисенчен мăръесем тӗтӗм кăларса лараççӗ, апла сивӗ пулма кирлӗ мар шалта. Палатка «урамӗ» вӗçӗнче мунча, санитари пӳлӗмӗсем лараççӗ. Çулăн тепӗр айккинче кирпӗч столовăй вырнаçнă, шала кӗрсех пăхрăмăр. Çутă та тирпейлӗ вăл. 

Пире тылри замполит Марат Гайфуллин кӗтсе илчӗ. Кӗскен лару-тăрупа паллаштарчӗ. 

– Сивӗ, чирлекенсем нумайланмарӗç-и çак хушăра?

– Пур, паллах, анчах халӗ гражданкăра та çынсем чирлеççӗ. Ăçта та чирлеме пулать, – терӗ Марат Саяфович. 

– Медикаментсем çителӗклӗ-и, тен, кӳрсе памалла? 

– Пур-ха хальлӗхе пăртак, – терӗ кӗскен замполит.

Малалла резервистсен кунти пурнăçӗ пирки ыйтса пӗлтӗмӗр. Лагерьте кулленхи ӗçсене пурнăçлама юлнисемпе калаçса илтӗмӗр. 

– Кӳренмелли çук, пирӗн мӗн кирли йăлт пур. Палаткăсем хутăнаççӗ, çăвăнмалли пӳлӗм пӗрлехи, шывне вутăпа хутса ăшăтатпăр, кăмака ялан çунса тăрать. Мунча та пур, вăл та кашни кун хутăнать. Сирӗн пек хăнасем кашни кунах пирӗн пата килеççӗ темелле, кăмăллă ӗнтӗ, тăвансене курнă пекех туйăнать, – терӗç вӗсем. 

Пирӗн телее пӗр чăваш пулчӗ. Валерий К. Теччӗ районӗнче çуралса ӳснӗ, пурăнма çемйипе Ульяновск хулинче пурăнать. Вăл 1985 çулхи. Çар хӗсмечӗ 2003–2006 çулсенче Кавказра тата Грузири Цхенвалра иртнӗ. Опытлă салтак. Тулли мар мобилизаципе повестка килсе парсан пăрăнса юлма майсем шыраман, пуçтарăннă та килнӗ. Нумай ача ашшӗ Валерий, кӗçӗнни пурӗ те тăваттăра кăна.  

– Иккӗшӗ хамăн, тепри арăмăн пӗрремӗш мăшăрлануран çурални. Атьсене санăн та, манăн тесе уйăрмап, пурте хамăн, – Валерийӗн куçӗсем ăшшăн йăлкăшса илчӗç. Тунсăхлать пуль ӗнтӗ çемйине. – Мобилизацилениччен ÇКХ-ра ӗçлеттӗм, – терӗ вăл хăйпе малалла паллаштарса. – Чăвашсем йышлă кунта, ав çав 3-мӗш палаткăра пурте чăвашран килнисем. 

– Çемьепе уйрăлма çăмăл мар пулчӗ-тӗр?

– Арăм йӗрет ӗнтӗ. Анчах веç ăнланать. Арçын ӗçӗ, тивӗçӗ вӗт ку. 

Сывпуллашас умӗн атьсемпе пӗрле сăн ӳкерӗнтӗмӗр. 

– Хаçатра хăçан курма пултаратпăр? – кăсăкланчӗç вӗсем. Çапла эпир вӗсене тепре килме шантарса хăвартăмăр. 

Ирина ТРИФОНОВА. 

К.Романова  сăнӳкерчӗкӗсем.

К.Романова сăнӳкерчӗкӗнче: Р.Хузиахметов кулленхи ӗçсене пурнăçлама юлнисемпе.

ТР ЧНКА ертӳçин I çумӗ К.Малышев тата Валерий К.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Мобилизация