«Пурлак кукаçи пуянлăхӗ»
«Алран алла» ярăмри черетлӗ кăларăм пичетленсе тухрӗ. Хальхинче ăна паллă çыравçăн Николай Ишентейӗн повеçне тӗпе хурса «Пурлак кукаçи пуянлăхӗ» ят панă. Мӗнле пуянлăх пирки сăмах пынине çӗнӗ кӗнекене алла тытакансем хăйсемех вуласа пӗлӗç.
Мана вара акă мӗн шухăша ячӗ: чăвашăн пултаруллă çыравçисем, тӗпчевçисем, ӳнерçисем, ăсчахӗсем – нумайăшӗ – ялтан тухнă, çити-çитми пурнăçпа пурăнсах малалла туртăннă. Вӗренме май çукран мӗн чухлӗ çыннăн çутçанталăк панă таланчӗ уçăлса çитмесӗрех сӳннӗ пуль тата. «Пурлак кукаçи пуянлăхӗ» повеçри тӗп сăнара Хуммана илер-ха акă. Пӗчӗк шăллӗпе иккӗшне амаçури амăшӗ хӗл варринче килтен хăваласа кăларса ярать. Темле нуша витӗр тухсан та çутталла туртăнать вăл. Хăйӗн нумай енлӗ пултарулăхне аталантарма та май çук унăн, татăк çăкăршăн ăçта килчӗ унта вырнаçса хырăмне тăрантарма тивет. Пурпӗрех пуçне усмасть вăл. Хуммара чăвашăн хевти-хăвачӗ сисӗнет.
Вулакан ку кăларăмри авторсене пурне те пӗлет. Анатолий Хмыт произведенийӗсемпе те паллашнах. Икӗ çул хушши интернационалла тивӗçе пурнăçланăскерӗн астăвăмне Афганистанри çапăçусем, унта пуç хунă юлташӗсем ӗмӗрлӗхех кӗрсе ларнă. Унта юн юхтарнă çыравçă çак темăпа çырмасăр тăма пултараймастех. «Таврăну» калава писатель ӗмӗрлӗх асра юлнă тусне, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗн кавалерне Николай Максимович Гордеева тата Кундузри 201-мӗш дивизин 783-мӗш уйрăм разведка батальонӗн салтакӗсене халалланă.
Калаври героя – Николай Гордеева – Афганистанра та, унтан таврăнсан та тусӗсем Гордей тесе чӗннӗ. Шухăш-кăмăлпа, ăспа, астăвăмпа, туйăмӗсемпе çаплах Афганистанра пурăнать вăл. Вăхăт çитнӗ пек ӗнтӗ вăрçăран таврăнма... Ун вара кӗлетки кунта, хăй – лере. Юлашки çапăçăва кӗриччен пӗр-пӗринпе тӗл пулмалли куна палăртаççӗ вӗсем, анчах нихăш çул та тӗл пулаймаççӗ. Черетлӗ тӗлпулу кунӗнче Гордей пулла каять, тусӗсене, лере вилнисене, чӗрӗ юлнисене (шел, вӗсем питӗ сахал) – пурне те вăлтасем валеçсе парать, вӗсемпе куç умӗнче тăракан çынсемпе калаçнă пек калаçать. Вилнӗ тесех шутласа пурăннă тусӗ хăй умне чӗррӗн пырса тăни Гордея мирлӗ пурнăçа тавăрать. Писатель хăй чăтни-тӳснине чун витӗр кăларса çырнăран чуна ыраттармасăр ниепле те вулама çук.
Анатолий Хмытăн геройӗ иртнине манаймасть пулсассăн Ева Лисина калавӗнчи тӗп сăнарсенчен пӗри, Рия, çумри мăшăрне «Кам эсӗ?» тесе ыйтмалăхах асран та чунран кăларса пăрахать. Халиччен вилесле юратнă çынни хăйне улталама хатӗррине хăй куçӗпе курнă хыççăн пулса иртет çак улшăну. Çак пулăма Мускав ăсчахӗсем ăс-тăн хăйне хăй çапла майпа хӳтӗлесе хăварнă тесе ăнлантараççӗ. Чуна чăтмалла мар ыраттаракан çынна, унпа çыхăннă вырăнсене, пулăмсене Рия йăлтах манса кайма пултарнă. Пач пулман пекех.
Кӗнекери тепӗр автор – чăваш халăх писателӗ Анатолий Емельянов. Пурнăç калама çук хăвăрт улшăнса пырать. «Канмалли кун» калаври парти райкомӗсемпе секретарӗсем тахçанах çук ӗнтӗ, вӗсем çинчен вулама та интереслӗ пулас мар пек туйăнать малтанлăха. Анчах вулама пуçлатăн та А.Емельянов произведенине – шухăша каятăн: çутçанталăка упрас ыйтупа çапла тимлӗ ӗçлекен ертӳçӗсем пур-ши хальхи саманара, тупăш илесси кăна кăсăклантармасть-ши вӗсене? Çыравçă хăй ял хуçалăхӗн çивӗч ыйтăвӗсене, вăрман хуçалăхне, тăван çутçанталăка лайăх пӗлсе тăни тӳрех курăнать. Тăван тавралăха упрасси – нихăçан кивелми тема. Унпа тачă çыхăнса тăракан тепӗр тема та пур калавра: çынпа çын хушшинчи, ертсе пыраканпа ăна пăхăнса тăракансем хушшинчи ӗçлӗ тата юлташла хутшăнусем. Лайăххăн пӗлмесӗрех ӗçтешӗсене тиркесе те хурласа пуçлăх умӗнче вӗсен хакне чакаракансем кирек хăш ӗмӗрте те пулнă, пулаççӗ.
Кӗнекене кӗнӗ произведенисем тăван халăхăн иртнӗ ӗмӗрти пурнăçне сăнласа параççӗ, анчах паянхи вулакана та самаях шухăшлаттараççӗ.
Галина МАТВЕЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев