News by date 12 August 2025
-
Тутарстанра çанталăк улшăнать
Республикăра паян каçхине тата ыран, августăн 13-мӗшӗнче, аслатиллӗ çумăрпа пăр çума пултарать. Çанталăк улшăннине ТР гидрометцентрӗ пӗлтерет.
-
Водитель правине 2025 çулта камăн улăштармалла?
Руль умне ларма ирӗк паракан удостоверени вунă çула парăнать. 2015 çулта илнисен ăна 2025 улăштармалла. Анчах та документăн срокӗ 2022 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 2025 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен пӗтет пулсан, унăн срокне 2028 çулччен тăсаççӗ.
-
«Пурлак кукаçи пуянлăхӗ»
«Алран алла» ярăмри черетлӗ кăларăм пичетленсе тухрӗ. Хальхинче ăна паллă çыравçăн Николай Ишентейӗн повеçне тӗпе хурса «Пурлак кукаçи пуянлăхӗ» ят панă. Мӗнле пуянлăх пирки сăмах пынине çӗнӗ кӗнекене алла тытакансем хăйсемех вуласа пӗлӗç.