Водитель правине 2025 çулта камăн улăштармалла?
Руль умне ларма ирӗк паракан удостоверени вунă çула парăнать. 2015 çулта илнисен ăна 2025 улăштармалла. Анчах та документăн срокӗ 2022 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 2025 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен пӗтет пулсан, унăн срокне 2028 çулччен тăсаççӗ.
Хушаматне, ятне е ашшӗ ятне улăштарнисен, документ кивелнисен е юрăхсăра тухнисен правана улăштармалла. Çак списока документа çухатнисене тата сывлăх япăхланнисене, сăмахран, куç начар курма пуçланисене те, кӗртнӗ.
Каласа хăвармалла, руль умне ларма ирӗк паракан документа илме заявление патшалăх услугисем урлă парсан, ăна патшалăх автоинспекцине кайса илмелле. Кун валли хăвăрпа пӗрле заявлени, кивӗ удостоверени, паспорт, медицина справки тата патшалăх пошлини тӳлени çинчен калакан квитанци пулмалла. Çӗнӗ правана кайнă кунах параççӗ, МФЦ урлă темиçе кунран çеç илме пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев