News by tag - водительское удостоверение
-
Суя водитель удостоверенийӗпе усӑ курнă
Чистайри автоинспекторсем суя водитель удостоверенийӗпе усӑ куракана чарнӑ. Вӗсем патне автомобиль регистрацилес тӗллевпе Çӗнӗ Шуçăмра пурӑнакан 23 çулти каччă килнӗ. Докуменчӗсене тӗрӗсленӗ чухне унăн водитель прави чăн пулни пирки иккӗленӳ çуралнă. Экспертиза тунă хыççӑн документ суя пулни палӑрнӑ.
-
Правана камӑн улӑштарма васкамалла?
Руль умне ларма ирӗк паракан документăн срокӗ Çӗнӗ çул вăхăтӗнче тухать пулсан канмалли кунсем пуҫланиччен удостоверение улăштарса ӗлкерме сӗнет Раççей ШӖМӗ.
-
Водитель правине 2025 çулта камăн улăштармалла?
Руль умне ларма ирӗк паракан удостоверени вунă çула парăнать. 2015 çулта илнисен ăна 2025 улăштармалла. Анчах та документăн срокӗ 2022 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 2025 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен пӗтет пулсан, унăн срокне 2028 çулччен тăсаççӗ.