Суя водитель удостоверенийӗпе усӑ курнă
Чистайри автоинспекторсем суя водитель удостоверенийӗпе усӑ куракана чарнӑ. Вӗсем патне автомобиль регистрацилес тӗллевпе Çӗнӗ Шуçăмра пурӑнакан 23 çулти каччă килнӗ. Докуменчӗсене тӗрӗсленӗ чухне унăн водитель прави чăн пулни пирки иккӗленӳ çуралнă. Экспертиза тунă хыççӑн документ суя пулни палӑрнӑ.
Çамрӑк çын автошкулта экзамен парайманнипе интернет урлӑ суя удостоверени туянма шутланă. Вӑл мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ тупнӑ, сутуçӑпа çыхӑнса хӑйӗн даннӑйӗсене панӑ, вӗсен шучӗ çине 85 000 тенкӗ куçарнӑ та праваллă пулса тăнă.
Хальхи вăхăтра «Подделка, изготовление или оборот поддельных документов» статьяпа килӗшӳллӗн уголовлӑ ӗç пуçарнӑ, следстви пырать. Çывăх вăхăтра суя документа илме пулăшакансене тупса пурне те явап тыттарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев