Сергей Павловăн çӗнӗ кӗнекине пахаларӗç
Нумай пулмасть Чăваш наци библиотекинче Сергей Павловăн «Тертпе термен» кăларăмне пахаларӗç. Вăл автор 70 çул тултарнă кунпа пӗр килчӗ. Асăннă роман – «Шăпчăк çӗрӗпех юрлать» хайлавăн иккӗмӗш кӗнеки, Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă. Хастар вулакансем унпа паллашма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Пултарулăх каçне прозаиксемпе поэтсем, драматургсемпе литературоведсем, журналистсемпе библиотекарьсем йышлăн пуçтарăнчӗç. Мероприятие «Чăваш кӗнеки» центрăн ӗçченӗ Ольга Тимофеева ертсе пычӗ.
Тӗпре – чăн пулни
Сергей Лукиянович роман çырма мӗн хавхалантарни, витӗм кӳни çинчен каласа пачӗ. Çемье историне тӗпчени, тӗрлӗ документа, çынсен çырăвӗсене тишкерни чăваш халăх поэтне çыру сӗтелӗ хушшине ларма хистенӗ. Амăшӗн калавне те тӗпе хунă. С.Павловăн кукашшӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, аманнă хыççăн госпитальте сипленнӗ-мӗн. Сывалса çитсен тӳрех фронта тухса каймалла пулнă. Анчах унăн пӗчӗк ывăлне, вăрçă вăхăтӗнче çуралнăскерне, питӗ курас килнӗ. Хайхискер пуйăсран сиксе юлнă та тăван ялне вӗçтернӗ. Кайран, паллах, мӗн туса хутăм-ха, капла юрамасть тесе ӳкӗннӗ. Пӗр хушă вăрманта пытанса пурăнма тивнӗ унăн. Романри тӗп сăнарăн Шăпчăк Эрхипӗн прототипӗ теме те пулать çыравçăн кукашшӗне. «Этем шăпи урлă халăх шăпине, çӗршыв кун-çулне кăтартасшăн пултăм эпӗ», – терӗ Сергей Лукиянович.
Виççӗмӗш кӗнеке пулӗ-ши? Ку ыйтăва хальлӗхе автор хăй те хуравлаймасть. Тен, вулакансем кăсăклансан, хистесен палланă сăнарсен кун-çулӗ малалла мӗнлерех йӗркеленни çинчен тепӗр хайлав шăрçалама пикенӗ.
Кӗнеке редакторӗ Ольга Иванова алçырупа савăнса ӗçленине пӗлтерчӗ. «Малтанхи романра Шăпчăк Эрхипӗ çирӗп кăмăллă, кăрарах пулсан иккӗмӗшӗнче палăрмаллах улшăнать, йăвашланать, арăмне, ачисене лайăхрах ăнланма пуçлать. Тӗрӗслевсем ăна сисӗмлӗрех тăваççӗ, пурнăç çине урăхларах пăхма вӗрентеççӗ. Кăларăма «Тертпе термен» романсăр пуçне «Серепе» калав та кӗнӗ. Унта ашшӗ-амăшӗпе ачи-пăчи хушшинчи хутшăнусене тимлӗх уйăрнă. Ывăл-хӗре ытлашши ачашласа ӳстерни, мӗнпур йывăрлăхран çăмăллăнах хăтарни мӗн патне илсе çитерме пултарни хайлавра яр уççăн ӳкерӗннӗ. Илья Осипович вырăнӗнче эпӗ мӗн тунă пулăттăм-ши? Çак ыйту вулакана та канăçсăрлантарӗ, шухăша путма хистӗ», – терӗ Ольга Михайловна.
Тимлӗ пуçлăх, пултаруллă прозаик
Сергей Лукиянович 2009 – 2016 çулсенче Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ пулнă. 2024 çулхи чӳк уйăхӗнчен çак обществăлла организацие (нумай пулмасть союзăн статусӗ улшăнчӗ, халӗ вăл РФ Писательсен союзӗн Чăваш Республикинчи уйрăмӗ шутланать. – Ред.) вăлах ертсе пырать. Правлени пайташӗсем – Улькка Эльмен, Василий Кервен, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Гордеева, Раиса Воробьева, Ольга Васильева çыравçăсем – уяв хуçине ăшшăн саламларӗç, кӗнеке евӗр хатӗрленӗ пысăк торт парнелерӗç. Писательсем С.Павловпа ӗçлеме кăмăллă, çăмăл пулнине палăртрӗç.
«Çынна итлеме пӗлет. Унпа кирек мӗнле ыйтăва та сӳтсе явма пулать», – пӗр саслăн пӗтӗмлетрӗç пӗрлӗх хастарӗсем. «Сергей Лукиянович нумай та тӗплӗ ӗçлет. Хайлав çырма пуçăниччен нумай шухăшласа çӳрет. Вулакана вăл е ку темăна хускатни кирлӗ-и? Мӗнлерех çутатса памалла ăна? Çак ыйтусем тавра чылай пуç ватать, кайран тин алла калем тытать. Çавăнпа юратаççӗ те вулакансем унăн произведенийӗсене», – терӗ Василий Кервен поэт.
«Сергей Лукияновичăн унчченхи романӗсене политикăлла теме пулать. «Тертпе термен» вара чăн-чăн роман-сага пулма пултарать. Çемье историйӗ тӗпре кунта. Çав хушăрах тем те пур: репрессийӗ те, халăх тăшманӗсем те, колхозсем чăмăртанса вăй илни те, вăрçи те. Сюжета çавăрттарса тытса пыма, интереслентерсе яма пӗлет. Ку – пысăк ăсталăх», – тӗлӗннине пытармарӗ Арсений Тарасов. Марина Карягина çыравçă-тележурналист Сергей Павлов Чăваш патшалăх телерадиокомпанийӗн председателӗнче вăй хунă тапхăра аса илчӗ.
«Чăваш кӗнеки» центрăн ертӳçи Галина Соловьева уяв хуçине саламланă май Чăваш наци библиотекипе тачă çыхăнса ӗçленӗшӗн тав турӗ. «Çулталăк кӗнеки – 2025» чăваш календарӗ тата Çеçпӗл Мишшин пурнăçӗпе пултарулăхне халалланă библиографи указателӗ парнелерӗ. Ара, Сергей Лукиянович – сăвăçăн ентешӗ-çке, Канаш районӗнчи Ушанар ялӗнче çуралнă. Унсăр пуçне «Кам-ши вăл, Çеçпӗл? Кто он, Сеспель?» кӗнекен авторӗ те вăлах.
Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров «Тертпе термене» хăвăртах вуласа тухнă, ăна ытти авторсен хайлавӗсемпе танлаштарчӗ. «Чăваш литературинче коллективизаци тапхăрӗ çинчен çырнă хайлав чылай. Тӗслӗхрен, Трубина Марфин «Мучарӗ», Илле Тукташăн «Тăвалла» романӗ. Ашшӗн пытарса хăварнă мулне тупни çинчен Илпек Микулайӗн «Хура çăкăр», Алексей Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарӗ» романӗсенче вуласа пӗлме пулать. Сергей Павловăн хайлавӗсенче те çак темăсене хускатнă. Анатолий Емельяновăн «Хура кăрăçӗнчи» Крысла Çеменӗ пасар саманинче тупăш тума пӗлнӗ пек Шăпчăк Эрхипӗ те суту-илӳпе кăсăкланать. «Тертпе термене» çемье романӗ теме пулать», – терӗ Геронтий Лукиянович.
Роман е повесть?
Елен Нарпи çыравçă И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче ӗçленӗ май С.Павловăн пултарулăхӗпе студентсене паллаштарнине асăнчӗ. «Эпӗ «Шăпчăк çӗрӗпех юрлать», «Тертпе термен» романсенче классикăллă чăваш писателӗсен йӗрне куратăп. Кунта характерсене тунă чухне кашни детале шута илсе типтерлӗ ӗçлени туйăнать. Çав шутра – Шăпчăк Эрхипӗн сăнарне калăпланă чухне те. Чăн пурнăçран илнӗ фактсем çине тӗревленсе çырни сисӗнет», – терӗ Елена Петровна.
Николай Осипов литературовед «Тертпе термене» виçӗ сехетре вуласа тухнă-мӗн – каçпа ӗçрен таврăнсан: пуçланă та çывăрма выртиччен вӗçленӗ. «Сергей Павловăн çӗнӗ кӗнекисене паянхи вулакан кăмăлне юрас тесе çывăхлатса çырнă романсем темелле пуль. Маншăн вӗсем – икӗ повесть. Георгий Федоровăн пӗр повеçӗ калăпăшӗпе çакăн чухлӗ. Сергей Лукияновичăн хайлавӗсенче шала кӗрсе кайни çук, веçех çиелте. Мӗн пуласси те паллă пек. Шăпчăк Эрхипӗн кăмăлӗ иккӗмӗш кӗнекере вулакан кăмăлне каймаллах мар ылмашăнать. Малтан вăл çирӗп чунлă, хăйӗн сăмахӗнчен иртмен çынччӗ. Халь вăл айванлансах каять. Тепӗр енчен пăхсан, унра еврейлăх та пур», – хак пачӗ Николай Николаевич.
Елена Николаева çыравçă-журналист С. Павловăн ӗçтешӗ пулнă май унăн произведенийӗсемпе пуринчен малтан паллашаять. «Автор икӗ кӗнекине те вăрçă ачисене халалланă. Вăрçă ачисен вилӗмсӗрлӗхӗ – вӗсен ачисенче, мăнукӗсенче. Курăк ӳсет – тымарӗ юлать. Тем пек пӗтерес тесен те Шăпчăксен йăхне пӗтерме май çук. Хайлав ахаль мар çут тӗнчене тепӗр чун килнипе вӗçленет. Çакă – хăйне евӗр символ», – терӗ Елена Николаевна.
Николай Максимов романист юбиляра хăйӗн «Спасение Европы» кӗнекине парнелерӗ, Александр Ильин поэт сăвă вуларӗ, Владислав Николаев çыравçă-журналист Сергей Лукияновичăн пултарулăхне пысăка хурса хакларӗ, Ирӗк Килтӗш ӳнерçӗ вара гитара каласа юрă шăрантарчӗ. Уяв чăннипех те хаваслă иртрӗ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев