Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сывă пулса вăрçăран таврăнайсан маттур хӗре качча илме ӗмӗтленнӗ Тудияр

1942 çулхи раштав уйăхӗнче Минзифана та тантăшӗпе Савнеби Илюхинăпа пӗрле Хӗрлӗ çара илеççӗ. Пӗкӗлме станцийӗнчен 11 кун кайсан, Горький хулинче çар курсӗсенче вӗренет çамрăк хӗр. Унтан  Минзифа тинтерех йӗркеленнӗ 1877-мӗш полкри зенитлă батарейăн разведчикӗ пулса тăрать. Виçӗ хӗр талăкӗ-талăкӗпе постра сенкер тӳпене сăнаççӗ. Атăсем типсе ӗлкӗрейменнипе урисем шăнаççӗ, карабин сивӗ, алса алăсене ăшăтмасть...

1927 çулта Утнюха Саргандеев хăй пек патвар ял-йышпа пӗрле Элмет районӗнчи Пӳсрекрен Азнакай районне куçса килнӗ. Пурте пуртă ăстисем, вăхăта сая ямасăр вăрман уçланкинче пӗчӗк ял лартаççӗ те çывăхри илемлӗ кӳлле ытараймасăр Якты Куль (Çутă Кӳлӗ, Çутăкӳл) тесе ят параççӗ.

Утнюхан виçӗ хӗрӗпе ывăлӗ ачаран ӗçлесе ӳснӗ. Пирӗн анне, Минзифа, çемьере иккӗмӗш хӗр. Ялти шкулта пуçламăш класс пӗтерет, аслă классене кӳршӗ ялти тутар тутар шкулне çӳрет. Унтан вара Сарманра  счетовод курсне пӗтернӗ хыççăн пирӗн ял пăхăнакан Уçеллӗ ял Советӗнче секретарьте ӗçлет. Вăл вăхăтра Аслă вăрçă пуçланнă ӗнтӗ. Аннешӗн вăрçăран килекен хуйхăллă хыпарсене çемьесене пӗлтересси, арçынсене, çамрăксене Хӗрлӗ çара йыхăракан çыру тыттарасси çав тери йывăр пулнă.

Пӗр кунне секретарь хӗр Минзифа Илюшапа Сердепи Илюхинсен килне кӗрет. Вӗсен тăватă ывăл. Виççӗшӗ вăрçăра ӗнтӗ. Ялти пуçламăш шкулта вӗрентекен виççӗмӗш ывăлӗ Тудияр аллине çар комиссариачӗн  повесткине парать. Амăшӗ куççуль юхтарма пуçлать, кӗçӗн ывăлӗнчен пӗр хыпар та çук вӗт. Тудияр Минзифана сӗтел хушшине ларма сӗнет. Хăна, каçару ыйтса, сывпуллашма васкать.

Нимӗçсене çӗнтерсе яла таврăниччен кӗт мана, Минзифа, – тет Тудияр.

Эпӗ кама повестка панă, пурне те кӗтетӗп, – хуравлать хӗр.

– Сывă пулса вăрçăран таврăнайсан çак маттур хӗре качча илӗттӗм, – тесе юлать Тудияр, хаш! сывласа.

1942 çулхи раштав уйăхӗнче Минзифана та тантăшӗпе Савнеби Илюхинăпа пӗрле Хӗрлӗ çара илеççӗ. Пӗкӗлме станцийӗнчен 11 кун кайсан, Горький хулинче çар курсӗсенче вӗренет çамрăк хӗр. Унтан  Минзифа тинтерех йӗркеленнӗ 1877-мӗш полкри зенитлă батарейăн разведчикӗ пулса тăрать. Виçӗ хӗр талăкӗ-талăкӗпе постра сенкер тӳпене сăнаççӗ. Атăсем типсе ӗлкӗрейменнипе урисем шăнаççӗ, карабин сивӗ, алса алăсене ăшăтмасть...

1943 çулхи çӗртме уйăхӗнчен пуçласа Минзифа аслă разведчик, ефрейтор. Вăл самолетсене моторӗ сассинчен, кӳлепинчен камăн пулнине тӳрех тавçăрса вăхăтра штаба пӗлтернӗ.

1944 çул вӗçӗнче фронт хӗвеланăçнелле çывхарнă май вӗсене Рига хулине тăшман самолечӗсенчен сыхлама куçараççӗ. 1945 çулхи майăн 9-мӗшӗнче те Минзифан разведроти нимӗç самолечӗсен атакине хирӗç тăрать.

Тăван ялне гимнастерка тăхăннă хӗр- салтак 1945 çулхи çулла килнӗ. Тудияр та яла çав çулăн раштав уйăхӗнче таврăннă. Çамрăксене иккӗшне те колхозра счетовод ӗçне хушнă. Пӗрле ӗçлени вӗсене тата çывăхлатнă. Минзифа та Тудиярăн вăрçа каяс умӗнхи сăмахӗсене манман. Кӗркунне вӗсем туй туса пӗрлешнӗ.

Илюшан аслă ывăлӗ Миннебай вăрçă хирӗнче выртса юлнă. Унăн тăлăха юлнă çемйи хирӗçре пурăнать. Иккӗмӗш ывăлӗ Тудиряк çемйипе  ашшӗ çуртӗнче пурăнать. Саккăрмӗш чун пулса Минзифа çак тăватă кӗтеслӗ пӳрте килет. Çурла уйăхӗнче çамрăк мăшăрăн пӗрремӗш ачи, ывăл, çуралать. Ăна Тудиярăн вăрçăра çухалнă шăллӗ ятне параççӗУхтияр (ку эпӗ ӗнтӗ. – Авт.).

Тудиряксен тăваттăмӗш ача – хӗр çуралнă. Вӗсем хăйсене уйрăм çурт çӗклесе унта пурăнма куçнă.

1958 çулта пирӗн çемьере пилӗк ачаччӗ ӗнтӗ, эпир çӗнӗ ултă кӗтеслӗ çуртра пурăнма пуçларăмăр. Вăл пысăк, çутă тата ăшă. Атте колхоз утарӗнче ӗçлетчӗ. Хӗлле вăл столяркăра, çӗнӗ вӗллесем тăватчӗ. 1954 – 1958 çулсенче колхоз председателӗ пулчӗ. Аттене стройкăна чӗннӗ вăхăтра утарта эпӗ кӗçӗн вӗлле пăхакан пулса ӗçлеттӗм. Каникулта пире, ачасене те, ӗç тупăнатчӗ, хӗрачасем колхозра сахăр кăшманӗн ани çинче аннене çум çумлама пулăшатчӗç.

Пирӗн пысăк çемье сăпайлă пурăнатчӗ. Эпир кӳршӗсемпе харкашман, ял-йышпа тавлашман. Пирӗн патран çын татăлман. Пирӗн пата асаттепе асаннен Пӳсрекрен пӗрле куçса килнӗ тăванӗсем килсе ларатчӗç, унтан аттепе аннен юлташӗсем каç ларма килетчӗç. Çаплах ачасен тантăшӗсене те уçă кăмăлпа кӗтсе илнӗ.

1960 çулхи хӗллехи вăрăм каçсенче анне юлашки хут пир тӗртрӗ. Тăрăх çипписем лавккаран илнисем пулсан та, чăваш тӗррипе илемлетнӗ пусма пулчӗ.

Пирӗн асанне Сердеби – Паймуллинсен йăхӗнчен. Унăн Иркебай, Тимӗркей пиччӗшӗсем пурччӗ. Вӗсем чухăн пурăнман, нумай выльăх усранă, лавкка тытнă, ӳстерсе тырă сутнă. Ялти шкула та çавсем лартнă. Анчах вăл вăхăтри политика пурлăхлă пурăнакан хресченсене суд туса Çӗпӗре ăсатнă.

Сердеби, вăтам хресчен арăмӗ пулнăран, репрессие лекмен. Вăл малтан хăй ачисене пăхнă, кайран – мăнукӗсене. Çамрăк чухне пирӗн асанне хăй çӗленӗ капăр тумтирпе çӳретчӗ, илемлӗ тӗрӗ тӗрлетчӗ. Ун пек  тӳп-тӳрӗ çӗвӗ тăвакан ялта урăх пулман. Вăл çаплах апат пӗçерес енӗпе  те ăстаччӗ. Пур-çук çимӗçренех асанне тутлă яшка-çăкăр пӗçеретчӗ.

Асанне Илюхинсен çемйинче аслă çын, ун сăмахӗнчен никам та иртмен. Виçӗ кинне те пăхăнтарса пурăннă. Ывăлӗсем те амăшне сӗре хисепе хунă.

Эсир А.Островскин «Аслатиллӗ çумăр» драмине вуланă пулӗ. Усал Кабанихăпа кинӗ Катерина хушшинчи харкашу шăп пирӗн асаннепе анне хушшинчи пек. Пирӗн анне малтанхи 7-8 çул асаннене хирӗç чӗнмен, анчах унăн тӳсӗмлӗхӗ пӗтнӗ. Асанне усалланса аннен çӗнӗ кăçаттине сутса налог тӳленӗ. Вара анне хăй пурнăçӗ, ачисен телейӗшӗн çине тăма пуçланă.

Пурнăç хăйӗннех тăвать: чир асаннене вырăн çине вырттарчӗ. Анне ăна пӗр хирӗçмесӗр пăхрӗ. Асанне хăй йăнăшнине ăнланса аннерен каçару ыйтрӗ, виличчен пехиллесе хăварчӗ. Тепӗр çултан асаттене те пытартăмăр...

Хӗрлӗармеец кӗнеки тата паспорт тăрăх пирӗн анне кăçал çулла 101 çул тултармаллаччӗ. Вăл 92 çула çитсе пурнăçпа сывпуллашрӗ. Аттене усал чир 73-ре чух ураран ӳкерчӗ. Вӗсен вăрçăра паттăрлăхшăн панă орден-медалӗсене типтерлӗн упратпăр. Эпир, вӗсен ачисем, ваттисене асăнса пурăнатпăр.

Ухтияр ИЛЮХИН.

Азнакай районӗ,

Çутăкӳл.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗкре: ларакансенчен сулахайран пӗрремӗшӗ – Минзифа.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 75 годовщина победы 100-летие ТАССР