Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗп сăнарсем çамрăксемшӗн тӗслӗх

Нумай пулмасть Чăваш наци библиотекине чăваш çыравçисем, литераторсемпе критиксем, журналистсем, ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксемпе офицерсем, волонтерсем, вулавăш ӗçченӗсем, Чăваш наци конгресӗпе Вăрмар округӗн ентешлӗхӗн пайташӗсем, Ара Мишшин пултарулăхне кăмăллакансем пухăнчӗç. Кунта Ара Мишши (Михаил Краснов) çыравçăн «Зов души» кӗнекине (вырăсла пичетленнӗ) хăтларӗç. Раççей Писательсен союзӗн правленийӗ сӗннипе кӗнекене кӗсьене чиксе çӳреме меллӗ виçепе, çемçе хуплашкапа кăларнă. «Тăван Атăл» журналта, «Сувар» хаçатра чăвашла пичетленчӗ. Хайлава автор, тӗпрен илсен, ятарлă çар операцине халӗ хутшăнакан салтаксене, маларах унта хутшăннă ветерансене, хальхи вăхăтра çамрăксен пурнăç шăпи епле аталанса пыни çинчен вулама юратакансене халалланă.

Пухăннисем Ара Мишши çӗнӗ повеçе мӗнле туртăмпа çырнипе, ăна калăплама мӗнле шухăш-туйăм хавхалантарнипе кăсăкланчӗç. Михаил Николаевича, паллах, ятарлă çар операцине хутшăннă тата хутшăнакан чăваш салтакӗсен хăюлăхӗ, çирӗп кăмăлӗ, паттăрлăхӗ яланах хавхалантарнă. Çавна кура вăл кӗнекери Çеменпе Ваççа тӗп сăнарӗсем урлă мирлӗ ӗçре тӳрӗ кăмăллă ӗçченсен пурнăçне, вăрçă хирӗнче паттăрлăх кăтартакан çар çыннисен шăпине уçса пама тӗллев лартнă. Повесть Тăван çӗршыва хисеплеме, шаннă ӗçе пахалăхлă тата шанчăклă пурнăçлама, тăван халăхпа çемье йăли-йӗркине çирӗп уяса пурăнма вӗрентет. Рота командирӗ Каштан чăваш каччисен позывнойӗсем мӗне пӗлтерни çинчен илтнӗ хыççăн çапла калать: «Эсир иксӗр те патриотсем иккен, çуралса ӳснӗ тавралăха тата тăван халăха хисеплени курăнать. Апла пулсан, эпӗ сире яланах шанма пултаратăп».

Ара Мишши хăйӗн хайлавне «Чун йыхравӗ» ят панă. Хайлавра чун йыхăрнипе икӗ чăваш салтакӗ, Çеменпе Ваççа, хăйсен ирӗкӗпе тепӗр хут çар ретне тăраççӗ, ятарлă çар операцине хутшăнаççӗ. Çапларах ят парса автор повеçри мӗнпур ӗç-пуç Çеменпе Ваççа тавра пынине кăтартнă. 

«Чун йыхравӗ» повеçӗн сюжечӗ питех те кăсăклă,  унта автор икӗ каччăн çар хӗсметне кайичченхи тата ятарлă çар операцийӗ вăхăтӗнчи ӗçне-хӗлне сăнланă. Писатель хайлавра кăтартнă пурнăç пулăмӗн пысăк шухăшӗ – Тăван çӗршыв чысӗшӗн çапăçса чăваш каччисем паттăрлăхпа хăюлăх кăтартни.

Кӗнеке хăтлавӗ тухăçлă та кăсăклă иртрӗ. Хăтлавра çыравçă ӗçне чăваш халăх поэчӗсем Юрий Сементерпе Раиса Сарпи, Чăваш Республикин Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗн çумӗ Светлана Гордеева, гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, ятарлă çар операцине хутшăннă офицерсемпе салтаксем, доброволецсем пысăк хак пачӗç. Автор повеçри ӗçсем ăçта тата хăçан пулса иртнине кăтартма çутçанталăк ӳкерчӗкӗсемпе тата ӗç-пуçа аталантарма, геройсене сăнлама пуплешӳ мелӗпе ăнăçлă усă курнине каларӗç. Тухса калаçакансем повеçре сăнланă ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен патриотла туйăмӗ, йывăрлăхсене çӗнтерес хăнăхăвӗ, чун тасалăхӗпе кăмăл çирӗплӗхӗ паянхи çамрăксемшӗн ырă тӗслӗх пулнине палăртрӗç. 
Чăваш наци библиотекин ертӳçи Роза Лизакова çӗнӗ кӗнекене пысăка хурса хакларӗ, ку темăпа çырнă проза хайлавӗ çав тери кирлине пӗлтерчӗ. Иван Васильевпа Сергей Григорьев çар ветеранӗсем ятарлă çар операцийӗ çинчен прозăпа çырнă кӗнекене ку таранччен алла тытса курманни, вӗсем ăна çав тери кӗтни çинчен, Ара Мишши çырнă повеçри пулăмсем ӗненмелле пулни çинчен пӗлтерчӗç. Юрий Сементерпе Раиса Сарпи кӗнекене ансат чӗлхепе çырнине палăртрӗç, икӗ чӗлхепе çырнă повеçе тимлесе вуласа тухни çинчен каларӗç, Ара Мишши чăвашла та, вырăсла та пултаруллă çырма пултарнине палăртрӗç. Республикăри ача-пăчапа çамрăксен библиотекин ертӳçин Татьяна Вашуркинан шучӗпе  кӗнеке çав тери вăхăтлă тухнă, кун пек прозăна яшсемпе хӗрсем киленсех вулаççӗ. ГТРК шеф-редакторӗ Ольга Туркай çӗнӗ кӗнекере çутçанталăка тӗрлӗ енчен илемлӗн сăнласа панине, Нар сăртӗнчен курăнакан анлă тавралăха, Сивӗ çăл шывне тата Вăрмар тăрăхӗнчи ытти паллă вырăнсене мухтаса çырни кăмăла кайни çинчен пӗлтерчӗ. Çар ветеранӗ, отставкăри полковник Василий Нягин кӗнекене алăран пӗрре те вӗçертмесӗр хăвăрт вуласа тухни, вăл питех те кăсăклă пулни çинчен каларӗ. Çав вăхăтрах, ятарлă çар операцийӗн темипе проза хайлавӗ çырма ансат марри çинчен, çавах та автор хăй умне лартнă ӗçе пысăк пахалăхлă тунине палăртрӗ. Чăваш наци конгресӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Лидия Филиппова Михаил Николаевич канăва тухнă хыççăн çырас енӗпе тӗллевлӗ ӗçленине, малтан журналист ӗçӗнче, каярах писательте вунă кӗнеке кăларма пултарнине, пултарулăхра çитӗнӳсем тунăшăн тӗрлӗ наградăна тивӗçнине каларӗ. Çар ветеранӗ отставкăри подполковник Георгий Фадеев кӗнеке ăнăçлă «пиçсе» тухни, вăл вулакансемшӗн усăллă пулни çинчен пӗлтерчӗ. 

Хăтлава хутшăнакансем Михаил Николаевича повеçӗн иккӗмӗш пайне çырма сӗнчӗç. 
 
Геронтий НИКИФОРОВ, 
Чăваш наци конгресӗ çумӗнчи Чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсен ассоциацийӗн ертӳçи.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели книжные новинки