Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Турхан сăмахӗ» – литература конкурсӗн çӗнтерӳçи

Пушкăртстанра пурăнакан Аркадий Русаков çыравçă тата публицист «Чăваш романӗ» литература конкурсӗн çӗнтерӳçи пулса тăнине маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Пултарулăх ăмăртăвӗнче мала тухнă «Турхан сăмахӗ» кăçал Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухрӗ. Нумай пулмасть Чăваш наци библиотекинче унăн хăтлавӗ иртрӗ. Вăрăм çула кӗскетсе Аркадий Никандрович Пушкăртстанран килсе çитрӗ. Ăна саламлама поэтсемпе прозаиксем, редакторсемпе журналистсем, çыравçăн тус-тăванӗпе библиотекарьсем пуçтарăнчӗç. Уява «Чăваш кӗнеки» центрӗн ӗçченӗ Татьяна Семенова ертсе пычӗ.

А.Русаков мӗн пӗчӗкренех литературăпа туслашнă. Унăн Çӗнӗ çула халалланă сăвви вăл 6-мӗш класра вӗреннӗ чухнех кун çути курнă. Каярахпа стена хаçачӗ валли заметкăсемпе кӗске калавсем шăрçаланă. Ӗпхӳри Пушкăрт патшалăх медицина институтӗнче ăс пухнă чухне те çырма пăрахман, пултаруллă студентăн хайлавӗсем «Медик» хаçатра кун çути курнă.

Аркадий Русаков 1989 çултанпа Стерлитамакри çыравçăсен организацийӗн «Шуратăл» литература пӗрлешӗвӗнче тăрать. 2007 çултанпа – Раççей Писательсен союзӗн, Чăваш писательсен союзӗн пайташӗ. Вăл чăвашла та, вырăсла та çырать. Унăн произведенийӗсем тӗрлӗ хаçат-журналта та, уйрăм кӗнекен те тухаççӗ. Çамрăкрах чухне çыравçа юрату, кăмăл-сипет, çутçанталăк темисем кăсăклантарнă пулсан, халӗ истори ыйтăвӗсемпе халăх кун-çулӗ ытларах пăшăрхантараççӗ, çӗнӗ калав-повесть çырма хистеççӗ.

– Кашни çынна чун аталанăвӗ кирлӗ. Пӗри пулă тытать, тепри юрă-кӗвӗ хайлать. Эпӗ пулла та, сунара та çӳреместӗп. Çамрăкранпах сăвăсем, кӗнекесем çырас, историпе кăсăкланас туртăм пулнă ман, – терӗ Аркадий Никандрович. – Шкулта пире чăваш халăхӗн кун-çулне пачах та вӗрентмен, пӗр сăмах та каламан. Чухăн, тӗттӗм, вак халăх пек кăтартнă пире. Çав вăхăтрах Англипе Франци, Америка çинчен тем те пӗр каласа панă. Вырăс патшалăхӗ çинчен те чылай вӗрентнӗ.

«Мӗнле-ха капла, эпир ак пурăнатпăр, уйрăм халăх темелле, пирӗн мӗншӗн хамăрăн истори çук?» – тесе тӗлӗнеттӗм. Каярахпа хамăр историпе интересленме, тӗрлӗ çăлкуçпа паллашма пуçларăм. Каçпа ӗç хыççăн истори докуменчӗсем тишкереттӗм. Çулран-çул ку енӗпе пӗлӳ ӳссе пычӗ. Унтан «В стране чувашской истории» ятлă кӗнеке кăлартăм. Хамăр кун-çулпа çыхăннă «Эпир кунта хӗçпе килмен» кăларăм кун çути курчӗ. Чăвашсем вырăссенчен кая пулман, хăюлăхӗпе, ӗçченлӗхӗпе палăрса тăнă. «Турхан сăмахӗ» романра та чăвашсем паттăр халăх пулнине кăтартса парас килчӗ. Истори пулăмӗсем çине таянса çыртăм ăна.
Произведение Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Владимир Степанов пичете хатӗрленӗ. Вăл автор ӗçне пысăка хурса хакларӗ. Прозаик турханпа эккелсен хӗсметне те, ялти çынсен пурнăçне те, таркăнсен (хусахсен) шухăш-кăмăлне те туллин уçса панине палăртрӗ.

Людмила Сачкова хăй те романист пулнă май «Турхан сăмахне» тишкерсех вуланă.

– Сюжет малтанах васкавлă илсе каймасть. Конфликт вӗçнелле кăна палăрать, анчах ку япăх мар. Автор хайлавра авалхи сăмахсене ылтăн пăта пекех çапа-çапа тухнă. Вӗсем ӗлӗкхи пурнăçа кăтартса параççӗ. Çапах XVI ӗмӗр вӗçӗнчи – XVII ӗмӗр пуçламăшӗнчи çынсен сăн-сăпатне тата лайăхрах сăнланă пулсан аванрах пулӗччӗ, – терӗ Людмила Николаевна.

Ольга Васильевăпа Ольга Австрийская çыравçăсем произведенире асра юлмалли, тӗлӗнмелли самант чылаййине асăнчӗç.

– Романри калу, чăнах та, ерипен пуçланать, лару-тăру майӗпен çивӗчленет. Вуланăçемӗн ӗç-пуç çăмăллăн аталанса пынине, пулăмсем ырăпа вӗçленнине хăнăхса каятăн та малашне те юратакан çынсем пӗрле пуласса шанатăн. Туйӗсем, паллах, кӗрлеççӗ, çапах та пӗр мăшăр пысăк хуйхă тӳсет. Çамрăксен шăпи хăйсем ӗмӗтленнӗ пек килсе тухманнипе çырлахас килмерӗ. Ку хурлантарчӗ, чылай шухăшлаттарчӗ, – пӗлтерчӗ Ольга Михайловна.

Арсений Тарасов çыравçă-журналист романа вулама ӗлкӗреймен пулин те, «историллӗ япаласем» кăларни халӗ питӗ кирлине, ку халăха çиелерех шухăшлама пуçлассинчен хăтарнине палăртрӗ. Эдисон Патмар поэт тата прозаик роман уйрăм сыпăксенчен тăнине ырларӗ. Вăл Аркадий Никандровича Иван Патмар ячӗллӗ премие парса чысларӗ.

Çӗнӗ кӗнеке уявӗ чăннипех кăмăллă та савăнăçлă лару-тăрура иртрӗ, пӗр шухăшлă çынсене пӗрлештерчӗ. Кирек мӗнле çыравçăн та хăйӗн хайлавне ыттисене вулаттарас килет. Чăваш кун-çулӗпе çыхăннă «Турхан сăмахӗ» романпа та май пур таран ытларах вулакан паллашсан, халăхăмăр пуласлăхӗ пирки шухăша путсан мӗн тери аван пулмалла!
 
Ольга ИВАНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели