News by date 27 October 2024
-
«Турхан сăмахӗ» – литература конкурсӗн çӗнтерӳçи
Пушкăртстанра пурăнакан Аркадий Русаков çыравçă тата публицист «Чăваш романӗ» литература конкурсӗн çӗнтерӳçи пулса тăнине маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Пултарулăх ăмăртăвӗнче мала тухнă «Турхан сăмахӗ» кăçал Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухрӗ. Нумай пулмасть Чăваш наци библиотекинче унăн хăтлавӗ иртрӗ. Вăрăм çула кӗскетсе Аркадий Никандрович Пушкăртстанран килсе çитрӗ. Ăна саламлама поэтсемпе прозаиксем, редакторсемпе журналистсем, çыравçăн тус-тăванӗпе библиотекарьсем пуçтарăнчӗç. Уява «Чăваш кӗнеки» центрӗн ӗçченӗ Татьяна Семенова ертсе пычӗ.
-
Ăслă палата, шăмă 3D-пичечӗ…
БРИКС çӗршывӗсен XVI саммичӗн тӗп мероприятийӗсем Хусанта иртнӗ май, Тутарстан хăйӗн промышленноçпа çӗнӗ технологисен çитӗнӗвӗсемпе потенциалне туллин кăтартма тăрăшрӗ. Çак тӗлӗшпе октябрӗн 20 – 25-мӗшӗсенче «Сделано в Татарстане» ятарлă курав та ӗçлерӗ. Техникăсене ТР Патшалăх Канашӗ умӗнчи площадкăра вырнаçтарнăччӗ пулсан, инноваципе çыхăннисене – парламент çуртӗнче. Тутарстанра ӗçлекен 50 компани хăйӗн продукцине тăратнă. Медицинăра усă куракан çӳллӗ технологисем уйрăмах интереслӗччӗ.
-
«Экият» Пукане театрӗнче аксусем хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç
Хусансене, республикăн тӗп хулинче пурăнакан ентешӗсене курма, район пурнăçӗпе паллаштарма 400 яхăн çын темиçе автобуспа килнӗ. Хусанта иртнӗ аксусен культура кунӗ район Ӗçтăвкомӗн çӗнӗ ертӳçишӗн Алмаз Мингуловшăн пӗрремӗш пысăк мероприяти пулчӗ-тӗр.