Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăслă палата, шăмă 3D-пичечӗ…

БРИКС çӗршывӗсен XVI саммичӗн тӗп мероприятийӗсем Хусанта иртнӗ май, Тутарстан хăйӗн промышленноçпа çӗнӗ технологисен çитӗнӗвӗсемпе потенциалне туллин кăтартма тăрăшрӗ. Çак тӗлӗшпе октябрӗн 20 – 25-мӗшӗсенче «Сделано в Татарстане» ятарлă курав та ӗçлерӗ. Техникăсене ТР Патшалăх Канашӗ умӗнчи площадкăра вырнаçтарнăччӗ пулсан, инноваципе çыхăннисене – парламент çуртӗнче. Тутарстанра ӗçлекен 50 компани хăйӗн продукцине тăратнă. Медицинăра усă куракан çӳллӗ технологисем уйрăмах интереслӗччӗ.

 «Эйдос» компани, тӗслӗхрен, промышленность робочӗсемпе, лапароскопи тата тактика медицини валли мăн çын, пепке симуляторӗсемпе, аускультаци (стетоскоппа итлемелли мел) тума хăнăхмалли портативлă тренажерпа паллаштарчӗ. 

Кунтах хăнасем «ăслă палатăна» та курма пултарчӗç. Вăл та текех ӗмӗт кăна мар, кун пек палатăсем Хусанта 2022 çулта хулари 7-мӗш больница çумӗнче уçăлнă çӳллӗ технологиллӗ сиплевпе реабилитаци центрӗнче ӗçлеççӗ те ӗнтӗ. Нерв системин йывăр чирӗпе аптракан пациентсем выртаççӗ унта. «Ăслă палатăна» Хусанти медицина академийӗн реабилитаципе спорт медицинин кафедри Лобачевский ячӗллӗ лицейпе пӗрле шутласа тупнă. Программа тивӗçтерӗвне асăннă лицейра 10-мӗш класра вӗренекен икӗ ача шутласа кăларнă иккен. Чире пула хускалайман пациентсем ку палатăра куçпа пăхсах çутă çутса сӳнтерме, чӳречепе жалюзие уçса хупма, телевизора хускатса сӳнтерме, палатăри сывлăш температурине чамалама, медицина сестрине чӗнме пултараççӗ. Интерьерӗ Швейцари клиникинчи евӗрех: пациента куçарса çӳрекен слинг системиллӗ, çăмăллăн куçакан, çӳлерех хăпартакан-антаракан сӗтел-пуканлă вăл.

Сăмах май, Тутарстанра 4-мӗш шайри медицина пулăшăвӗ паракан пӗрремӗш центр ку. Унта роботлă технологисемпе усă кураççӗ. Кунтах студентсемпе диплом илнӗ çамрăк специалистсем валли ятарлă вӗрентӳ центрӗ те пур. Виçӗ шайри медицина пулăшăвӗ паракан мультидисциплинарлă бригадăсем хатӗрлеççӗ кунта.
«Сделано в Татарстане» куравра çаплах вăхăтлăха е яланлăхах утайми пулнă пациентсене реабилитаци ирттерекен E-Helper – экзоскелета та курма пулать. Республикăри онкологи клиника диспансерӗ те çӗнӗ технологийӗсене тăратнă. Хуть мӗнле пысăк шăмăпа сыпăсене протез тума пулăшаççӗ вӗсем. Шăмă 3D-пичечӗ вара нумай пулмасть кăна-ха сиплеймен чирпе аптракансене йӗркеллӗ пурнăçа тавăрать иккен. 

ТР Патшалăх Канашӗн çурчӗ умӗнчи площадкăра автомобиль, авиаци, ял хуçалăх промышленноçӗн çӗнӗлӗхӗсем хуçаланчӗç. Пысăк тиевлӗ автомобильсем кăларакан КАМАЗ хăйӗн вӗр-çӗнӗ разработкисене тăратнă, вӗсен йышӗнче К5-КАМАЗ-54901 магистраль тягач та. Кунсăр пуçне самосвалсем, тиевлӗ машинăсем, автобус, «КАМАЗ-мастер» команда усă куракан спорт машини. 

Хусанти вертолет завочӗн те кăтартмалăх çӗнӗлӗхӗсем пур. Унăн «Ансат» медицина, полици вертолечӗсем илемлӗн илӗртсе ларчӗç. 

«Аурус» компани пирки илтмен çын сайра-тăр халӗ. Иртнӗ çулсенче кăна-ха Хусанти экономика форумӗнче кăтартнăччӗ ун машинине, ун чухнех нумай çын интересленчӗ Aurus автомобильпе. Халӗ акă унăн виçӗ моделӗ хатӗр: Arsenal, Komendant, Senat Long. Пӗр модельне РФ Президенчӗ В.Путин та руль умне ларсах тӗрӗслесе пăхнăччӗ.

«РариТЭК» автомобиль завочӗн çутçанталăк газӗпе ӗçлекен 12 метрлă NEON aвтобусӗпе, «Соллерс» компанин турист, шкул автобусӗсемпе, васкавлă пулăшу машинисемпе паллашма май пурччӗ. Компани хăйӗн çӗнӗлӗхне те тăратнă, вăл – премиум-класлă пассажир минивэнӗ Sollers RF8.

Хальлӗхе питех анлă сарăлман ял хуçалăх техники те кăларать республика. «Казаньсельмаш» ӳсен-тăран сапмалли хатӗрсем,  «ТПК МТЗ-Татарстан» трактор моделӗсемпе курава килнӗ.

Тутарстан кимӗ-карап строительствипе те паллă регион. Унăн та çӗнӗлӗхӗсем çителӗклех: 11 метрлă яхта, электротранспорт валли хăвăрт зарядка тумалли станци. «Ак Барс» Кимӗ-карап строительствин корпорацийӗ» вара икӗ тӗрлӗ аварипе çăлав кимми тата А145Р пысăк хăвăртлăхлă пассажир киммин проекчӗпе хутшăнчӗ. С.П.Горбунов ячӗллӗ Хусанти авиаци завочӗ Ту-214 пассажир самолечӗн проектне хăтларӗ.  

Кунсăр пуçне нефтьпе нефтехими тирпейленин продукцийӗпе, IT-оборудованисемпе тата нумай çитӗнӗвӗпе паллаштарчӗ. Промышленность вăйлă аталанакан регион БРИКС çӗршывӗсен саммитне кун пек курав йӗркелемесӗр пултараймастчӗ-тӗр. Мӗншӗн тесен унăн та тӗп тӗллевӗсенчен пӗри тӗнче рынокне тухасси, инвесторсене илӗртесси.
 
Ирина КУЗЬМИНА.
В.Васильев «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане