«Халăх ăс-хакăлӗн ахах-мерченӗ»
Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче «Халăх ăс-хакăлӗн ахах-мерченӗ. Жемчужины народной мудрости» кăларăм пичетленсе тухрӗ. Ăна Никита Романов (1905–1960) педагог, чăваш халăх сăмахлăхне пухаканӗ хатӗрленӗ. Редакторӗ – Владимир Степанов. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ тимленипе кун çути курнăскерне 2500 ытла ваттисен сăмахӗпе каларăш тата 1700 ытла тупмалли юмах кӗнӗ. Кӗнекене икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатӗрленӗ. Çавна май пирӗн халăхăн фольклор пуянлăхӗпе чăвашла пӗлмен çынсем те паллашма пултараççӗ.
Вак жанрсене пухма-тӗпчеме XIX ӗмӗрӗн варринчех пуçланă (С.М.Михайлов-Янтуш, Н.И.Золотницкий, Г.Т.Тимофеев). XX ӗмӗр пуçламăшӗнче ку ӗç Н.И.Ашмаринăн, Н.В.Никольскин, Г.И.Комиссаровăн (Вантерăн) пуçарулăхӗпе йӗркеленсе пынă. Вӗсем фольклор пухмалли ятарлă программăсем те çирӗплетнӗ. И.С.Тукташăн «Чăваш фольклорӗ» (1941), В.А.Долговăн «Ваттисем çапла калаççӗ» (1950) кӗнекисенче ваттисен сăмахӗсене тематика принципне тӗпе хурса вырнаçтарнă.
Никита Романовăн «Ваттисен сăмахӗсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем» (1960, 2004, 2006, 2012) кăларăмӗ хăйӗн пӗлтерӗшне паянхи кун та çухатмасть. Фольклорист халăх сăмахлăхӗн тӗслӗхӗсене пӗрчӗн-пӗрчӗн тенӗ пек вăтăр пилӗк çул пуçтарнă, нумай çынпа тӗл пулса калаçнă, унччен пичетленнӗ текстсене тишкернӗ, архиври материалсене тӗпченӗ, илемлӗ литература произведенийӗсемпе паллашнă.
«Халăх ăс-хакăлӗн ахах-мерченӗ. Жемчужины народной мудрости» кӗнеке икӗ пайран тăрать. Пӗрремӗшӗ – «Ваттисен сăмахӗсем, каларăшсем» – тематикине кура хăй 11 сыпăка пайланать: халăх, хуçалăх, ӗç-хӗл, чăн тата суя, этем, кил-йыш, йăласем, ӗçме-çиме, çи-пуç, çут çанталăк, тӗрлӗрен. Иккӗмӗш пайра – «Тупмалли юмахсем» – 12 сыпăк: этем, пӳрт-çурт, хатӗрсемпе килти япаласем, ӗç-хӗл, тыр-пул, пахча çимӗç тата ана-çаран, выльăх-чӗрлӗх, çи-пуç, ӗçме-çиме, çут çанталăк, чӗрчунсем, йывăç-курăк, тӗрлӗрен. Кашни тӗслӗхе чăвашла тата вырăсла илсе панă. Шухăшӗпе пӗр евӗрлӗреххисем урăх халăхсен те пур, вӗсемпе те паллашма пулать кунта.
Çавăн пекех кăларăма Константин Ивановăн, Николай Шупуççыннин, Илле Тăхтин, Çемен Элкерӗн, Петӗр Хусанкайăн, Александр Артемьевăн, Аркадий Ӗçхӗлӗн, Степан Асланăн, Илпек Микулайӗн хайлавӗсенчен илнӗ çаврăнăшсем пуянлатаççӗ. Тӗслӗхрен:
«Сар мăйăр та шăтăклă пулать (И спелый, ядреный орех бывает червивым). Артемьев. Салампи. 1956.
«В красивом яблоке черви водятся. Мар. Красота десять недостатков скрывает. Абхаз.».
«Кӳршӗ чăххи ялан хур ами пек курăнать (Курица соседа гусыней покажется). Илпек. Хура çăкăр. 1957.
Ср. рус. Сосед спать не дает, хорошо живет.
Курица соседа кажется гусыней. Башк. Соседний петух – гусем, жена соседа – молодой девушкой кажется. Кумык...»
Тупмалли юмахсене ытларах чухне аслисем ачасене, çамрăксене каласа кăтартнă. Ку жанр тавçăрулăха ӳстерме, тавракурăмпа сăнарлă шухăшлава аталантарма пулăшать. Тупсăмне шыраса тупиччен самай пуç ватма тивет тепӗр чухне. «Кашта тулли шурă чăх» тесен шăлсем çинчен сăмах пынине тавçăраятпăр-ха. «Йӗпе пăру витере выртать» тенин тупсăмӗ вара мӗн? Чӗлхе иккен. Хăш-пӗр тупмалли юмаха вырăсла куçарма та çук. «Ак-çик чăмăртăк». Туп та пӗл – мӗн ку? Çăра тет.
Кăсăк ыйтусене те шухăшласа илмесӗр хуравлаймăн:
1) «Эсӗ хăв аннӳн йăмăкӗн йыснăшне кам тен?»
2) «Çăпата хăçан çӗтӗлмест?»
Пӗрремӗшӗн тупсăмӗ – атте, иккӗмӗшӗн – çӗтӗлсе пӗтсен.
Кăларăм фольклористсемпе этнографсемшӗн, культурологсемпе этнолингвистсемшӗн кăна мар, шкул ачисемпе студентсемшӗн те, вӗрентекенсемпе çыравçăсемшӗн те усăллă, интереслӗ. Ку кӗнеке кашни килте пулсан та пăсмасть.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев