News by date 16 January 2025
-
Хусанти «Хура кӳлӗ» паркри пӑр ҫине паллӑ фигуристсем тухаҫҫӗ
Ыран, январӗн 17-мӗшӗнче, Хусанти «Хура кӳлӗ» паркра Пӗтӗм Раҫҫейри WinterFest хӗллехи фестиваль иртет. Хула çыннисемпе хӑнисем паллӑ фигурстсене – Илья Авербуха, Алексей Ягудина, Татьяна Тотьмянинана, Максим Маринина, Албена Денкована, Максим Ставиские, Алексей Ускова курма май пулнине пӗлтерет Хусан мэрийӗн пресс-служби.
-
Санкт-Петербург хулинче пурăнакан чи лайăх аннесенчен пӗри – чăваш хӗрарăмӗ
Раççей Президенчӗ Владимир Путин пуçарса янă Çемье çулталăкӗ вӗçленчӗ пулсан та çемьесене тӗрев парасси пӗтӗм çӗршывӗпех маллала тăсăлать. Кашни регионра тӗслӗхлӗ çемьесем, аннесем пирӗн нумай. Санкт-Петербург хулинче пурăнакан тепӗр аннепе — Анастасия Степановӑпа паллашар-ха.
-
«Халăх ăс-хакăлӗн ахах-мерченӗ»
Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче «Халăх ăс-хакăлӗн ахах-мерченӗ. Жемчужины народной мудрости» кăларăм пичетленсе тухрӗ. Ăна Никита Романов (1905–1960) педагог, чăваш халăх сăмахлăхне пухаканӗ хатӗрленӗ. Редакторӗ – Владимир Степанов. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗ тимленипе кун çути курнăскерне 2500 ытла ваттисен сăмахӗпе каларăш тата 1700 ытла тупмалли юмах кӗнӗ. Кӗнекене икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатӗрленӗ. Çавна май пирӗн халăхăн фольклор пуянлăхӗпе чăвашла пӗлмен çынсем те паллашма пултараççӗ.
-
Уяв хыççăн сывă апатланăва мӗнле таврăнмалла?
ТР Сывлăх сыхлав министерствин медицина профилактики енӗпе ӗçлекен специалист, Хусанти патшалăх медицина университечӗн госпиталь терапийӗн кафедрин доценчӗ Люция Фейсханова тӳрӗ эфирта Çӗнӗ çул уявӗсем хыççăн апатлану режимне мӗнлерех нормăна кӗртмеллине каласа панă.