Санкт-Петербург хулинче пурăнакан чи лайăх аннесенчен пӗри – чăваш хӗрарăмӗ
Раççей Президенчӗ Владимир Путин пуçарса янă Çемье çулталăкӗ вӗçленчӗ пулсан та çемьесене тӗрев парасси пӗтӗм çӗршывӗпех маллала тăсăлать. Кашни регионра тӗслӗхлӗ çемьесем, аннесем пирӗн нумай. Санкт-Петербург хулинче пурăнакан тепӗр аннепе — Анастасия Степановӑпа паллашар-ха.
Анастасия Шупашкарти 50№ вăтам шкула кӗмӗл медальпе пӗтерсе хулари Чӑваш патшалӑх ял хуçалӑх академийӗнче (каласа хăвармалла хӗрлӗ дипломпа) инженера вӗренсе тухнă. Студент пулнă вăхăтра ятарлă программăпа 6 уйăх хушши АПШра стажировкăра пулнă. Институт хыççӑн косметолог-эстетист пулас тесе хушма пӗлӳ илнӗ, хулари паллă илем салонӗнче ӗçленӗ. Унтан Петербургри патшалӑх çул-йӗр университечӗн медицина колледжне вӗренме кӗнӗ. Анастасия косметологипе эстетика сферинчи чемпионата та хутшăннă. «Невские берега» конкурс лауреачӗ.
Анастасия Степанова нумай ачаллă хӗрарăм. Унăн хӗрӗсем хăйӗн пекех пултаруллă. Тӗрлӗ конкурссене хутшăнса лауреат ятсене тивӗçнӗ. Шкул, хула, область ирттерекен концертсене тӑтӑшах хутшӑнаççӗ.
Анастасия спортпа та туслă. Пӗтӗм Раççейри физкультурăпа спорт комплексӗн ГТО тӗрӗслевне иртсе пӗрремӗш вырӑн йышӑннă. Вӑл Санкт-Петербургри Красногвардейски районӗн вице-миссисӗ тата музи.
Анастасия Степанова тӑтӑшах ваттисем интерначӗсенче ыркăмăллӑх концерчӗсем йӗркелес ӗçе, вырăнти Крым Республикинче пурӑнакан паллиативлӑ статуслӑ ачасене пулӑшакан «Белый цветок» акцие хутшӑнать. «Созидатели» социаллӑ пулӑшу тата добровольчество центрӗпе пӗрле Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе йӗркеленӗ ташӑ флешмобне те хутшӑннă вăл. Çуллахи садра «Праздник Осени Барочный Огород» мероприятие ирттернӗшӗн тата «Миссис Центральный район» аннелӗх илемӗн конкурсне йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Тав Хучӗсене тивӗçнӗ. «Акатуй» уяв шайӗнче Этнодефиле йӗркелес ӗçе хастар хутшӑннӑшӑн грамотӑпа наградӑланӑ ăна.
Анастасия «Миссис Центральный район» аннелӗх илемӗн конкурсӗн йӗркелӳ комитечӗн пайташӗ. Çак конкурсра хӗрарӑмсемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать, çемьешӗн тӑрӑшнипе пӗрлех общество пурнӑçне хутшӑнни те кирлине кӑтартса парать.
2023 çулта Ленинград облаçӗнчи Вице-миссис, Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчи Миссис Элегантность тата Super Мама титула тивӗçни те Анастасия çемьене чунтан парӑннине тата ачасене воспитани парас ӗçре çитӗнӳсем тунине палӑртать.
Унсӑр пуçне Анастасия «Чӑваш ен хӗрарӑмӗсен союзӗн» Санкт-Петербургри уйрӑмӗн председателӗ, хӗрарӑмсемпе ача-пӑча пуçарӑвӗсене тӗрев пани унран чӑн-чӑн лидер тӑвать.
Çакăн пек тӗслӗхлӗ çынсене асра тытни пире çемьери юрату, ӑнлану тата пулӑшу хакӗсем çинчен аса илтерсе тăрать.
Валериан Гаврилов.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев