Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Уяв хыççăн сывă апатланăва мӗнле таврăнмалла?

ТР Сывлăх сыхлав министерствин медицина профилактики енӗпе ӗçлекен специалист, Хусанти патшалăх медицина университечӗн госпиталь терапийӗн кафедрин доценчӗ Люция Фейсханова тӳрӗ эфирта Çӗнӗ çул уявӗсем хыççăн апатлану режимне мӗнлерех нормăна кӗртмеллине каласа панă.

Праçниксем хыççăн врачсем патне вар-хырăм чирӗсемпе, уйрăмах панкреатитпа, холециститпа е ытти проблемăсемпе килекен çынсен шучӗ ӳсни çинчен пӗлтернӗ тухтăр.

«Халӗ режима май килнӗ таран виçеллӗ кӗмелле. Диетăсемпе нормăна хăвăрт кӗме хăтланни – питӗ сиенлӗ», – палăртнă специалист.

Люций Фейсханова эрех-сăрана чакарма е пачах ӗçме пăрахма сӗннӗ.

Вар-хырăм чирӗсем палăрчӗç пулсан, тухтăр патне каймаллине, килте сипленни  ытларах сиен кӳме пултарнине каласа хăварнă вăл.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье