Хусанти ветеринари академийӗн доценчӗ Геннадий Пахомов Раççей чемпионатӗнче çӗнтернӗ
Çăмăл атлетика ветеранӗсен юхăмне 30 çул çитнине халалласа сентябрӗн 23 – 25-мӗшӗсенче Анапăра иртнӗ Раççей чемпионатӗнче пъедесталăн чи çӳллӗ картлашкисене чăвашсем йышăнчӗç. Хусанти ветеринари академийӗн доценчӗ, студентсене нумай çул терапи курсне вӗрентнӗ ентешӗмӗр, Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче çуралса ӳснӗ Геннадий Авксентьевич Пахомов 10 километра хăвăрт утса – I, 5 километр дистанцире II вырăнсене йышăннă. Çăмăл атлетика ветеранӗ пӗрремӗш дистанцие 1 сехет те 06 минутра, иккӗмӗшне 31 минут та 40 çеккунтра утса тухнă. 74-ри спортсменшăн япăх кăтарту мар ку, уйрăмах чемпионата 76 регион хутшăннине шута илсен. Çăмăл атлетикăн хăвăрт утас тӗсӗпе ентешӗмӗр 1968 çултанпах туслă. Куншăн пӗрремӗш тренерӗ Хашим Шагинурович Ахметшин «айăплă» иккен. Хăвăрт утассин кăткăс техникине шăпах вăл вӗрентнӗ. Ентешӗмӗр темиçе çул ӗнтӗ Тутарстан сборнăйӗн йышӗнче. Асăннă чемпионат та пирвайхи мар, пӗтӗмпе 23–25 спорт мероприятине хутшăнса пъедестал çине миçе хут хăпарман-ши? Тульккăш медальсен шутне хисеплес йăла çук унăн: «Мухтанма юратмастăп», – терӗ хальхинче те кӗскен кун пирки.
Анапăра иртнӗ чемпионатра чăваш спортсменсем тата та пулнă иккен. Анат Камăра пурăнакан Альших чăвашӗ Владимир Тарасов, Нурлат районӗнчи Пухтел чăвашӗ Юрий Ильин, Çырчаллинче пурăнакан Марий Эл чăвашӗ Григорий Ландышев. Вӗсен те кăтартăвӗсем лайăх. 80-ри Григорий Ландышев, тӗслӗхрен, 100 метр спринтра – III, 200 метрта II вырăн йышăннă. 10 километра хăвăрт утассипе Владимир Тарасовăн (69 çулта) кăтартăвӗ Г.Пахомовăннинчен кăшт кăна сахалрах, финиша 2-мӗш çитнӗ вăл. Ентешӗмӗр каланă тăрăх, спортсмен ветерансен хушшинче чăвашсем нумай. Чăваш Енпе Тутарстана кăна мар, Мускавпа ытти хуласемпе облаçсене те хӳтӗлекенсем пур. Ӗретлӗ çул-йӗрсӗр ялсенче ӳснипе çыхăннă-ши ку е чăтăмлăх юнра пулнипе-ши – калама хӗн. Çапах та çăмăл атлетикăра чăвашсем вăйлă.
Хуть мӗнле шайри спорт мероприятине ал-хапăл хутшăнакан çук. Вӗсене темиçешер уйăх хатӗрленеççӗ. Геннадий Авксентьевич та акă Анапăран таврăннă-таврăнман тепӗр чемпионата, март уйăхӗнче Пензăра ирттерме палăртнине, хатӗрленме тытăннă. Эрнере 5 кун «Крылья Советов» паркра е Футболпа çăмăл атлетика манежӗнче утать. Тренировкăсен ятарлă схеми те пур унăн: километрсен шутне куллен ӳстерсе шăматкунпа вырсарникун 10-шар километра çитерет, унтан кăшт канса илет те тренировкăсене çӗнӗрен пуçлать. Апат енчен те хăйӗн методики – чамаласа çиесси. Ытлашши апат спортсмена кăна мар, спортран аякри çынна та усса кайманнине тухтăр лайăх пӗлет. Чемпионат умӗн вара вуçех те спорт апачӗ çине куçать. Геннадий Авксентьевичăн тӗп правили – режим. Организм канса çиттӗр тесен пӗр вăхăтра тата çителӗклӗ çывăрмалла. Хăй вăл каçхине 20 сехетре çывăрма выртать те çулла 3-ре, хӗлле 6-ра тăрса тренировкăна тухать. Тренировкăсенче иртнӗ çул тăршшӗ кăна çулталăкне 3-4 пиншер километр пухăнать. Кунсăр пуçне хулара та çуранах утма кăмăллать, обществăлла транспорта сайра-хутра кăна ларать.
«Машинам та пур, çулталăкне пӗр 4000 километр чупать-ши вăл ман? Мӗн тума кирлӗ сана машина тесе кулаççӗ вара юлташсем», – йăл кулчӗ вăл тренировкăсем çинчен сăмах пуçарсан.
Харпăр çуртпа пурăнаканскер пахчара мӗнпур çимӗçе хăй ӳстерет. 4 кушакпа пӗр йытă усрать. Ветеринари тухтăрӗ пӗр чӗрчунсăр пурăнайманни паллă ӗнтӗ. Шел, мăшăрӗ темиçе çул каялла вăхăтсăр вилсе кайнă. Юрать-ха, ывăлӗпе хӗрӗ, 3 мăнукӗ юнашар, вӗсем хăйсен çемйисемпе уйрăм пурăнсан та ялан ашшӗ патӗнче. Геннадий Авксентьевичăн пӗр çутă ӗмӗчӗ те пур: ачисем çывăхра машинăпа страхласа пырсан çуран е велосипедпа яла çити кайса пăхасшăн. Спортсмен тӗллев лартрӗ-тӗк – пурнăçлатех. Геннадий Авксентьевич та акă пӗр-пӗр кун Пӳркеле çуран е велосипедпа çитсен тӗлӗнекен пулмӗ, мӗншӗн тесен ентешӗ мӗнле спортсмен пулнине ял-йыш аван пӗлет.
Пахомовсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев