News by date 1 January 2025
-
Ҫӗнӗ ҫулхи каҫра Тутарстанра 66 ача ҫуралнӑ
Тутарстанра декабрӗн 31 - мӗшӗнчен пуҫласа январӗн 1-мӗшӗччен ҫӗрле 66 ача ҫуралнӑ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Сывлӑх Министерствин пресс-службинче каласа панӑ.
-
2025 – Симӗс Çӗлен çулӗ
Китай Çӗнӗ çулӗ январӗн 1-мӗшӗнченех пуçланмасть, Хӗллехи çӗрпе пӗлӗт танлашнă хыççăн иккӗмӗш хут çӗнӗ уйăх тухсан тин Çӗнӗ çула паллă тăваççӗ вӗсем. 2025 çулхи январӗн 29-мӗшӗнче 4722 çула кӗтсе илеççӗ. Çӗлен ăслă, асамлă чӗрчун – пӗр вăхăтрах хăратать, анратса ямалла килӗшме пӗлет. Çӗлен наркăмăшӗ çынна вӗлерме те пултарать, усал чиртен те сыватать. Симӗс Йывăç Çӗлен çулӗнче ăнăçу пултăр тесен, паллах, хамăрăн та алă усса лармалла мар – наянсене Çӗлен юратмасть. Çитӗнӳсен формули ансат: чăтăмлăх+çаврăнăçулăх+интеллект+интуици=ăнăçу, тăнăçлăх.