Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

2025 – Симӗс Çӗлен çулӗ

Китай Çӗнӗ çулӗ январӗн 1-мӗшӗнченех пуçланмасть, Хӗллехи çӗрпе пӗлӗт танлашнă хыççăн иккӗмӗш хут çӗнӗ уйăх тухсан тин Çӗнӗ çула паллă тăваççӗ вӗсем. 2025 çулхи январӗн 29-мӗшӗнче 4722 çула кӗтсе илеççӗ. Çӗлен ăслă, асамлă чӗрчун – пӗр вăхăтрах хăратать, анратса ямалла килӗшме пӗлет. Çӗлен наркăмăшӗ çынна вӗлерме те пултарать, усал чиртен те сыватать. Симӗс Йывăç Çӗлен çулӗнче ăнăçу пултăр тесен, паллах, хамăрăн та алă усса лармалла мар – наянсене Çӗлен юратмасть. Çитӗнӳсен формули ансат: чăтăмлăх+çаврăнăçулăх+интеллект+интуици=ăнăçу, тăнăçлăх.

ÇӖЛЕН (1917, 1929, 1941, 1953, 1965, 1977, 1989, 2001, 2013, 2025)

Тӗлӗнмелле хăватлă çулталăк пулать сирӗншӗн. Финанс, бизнес сферинче ӗçлекенсен пӗрремӗш уйăхсенченех ӗç кал-кал пырать. Çуркунне пурнăçăн кашни саманчӗпе усă курăр, хăвăра, сывлăхăра тимлӗр. Май уйăхӗнче укçа нумай тăкакласран асăрханăр, пысăк проектсенчен тытăнса тăрăр. Июньте лару-тăру лайăхланать, ӗçре ӳсӗм курăнать. Июльте е августра отпуск илсен аван. 

Кӗркунне хăвăр вӗчӗрхенӳллӗ пулни сирӗншӗнех сиенлӗ. Ноябрьте «сире ырă тăвасшăнах» курайман çынсем такăнтарма хăтланӗç. Декабрь сире савăнăçлă самантсем нумай парнелӗ, анчах çакăнпа çырлахсан пӗлтерӗшлӗреххине вӗçертме пулать. 
 
ЛАША (1918, 1930, 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002, 2014)

Çӗлен çулӗнче стреспа тупăшса ӗçлеме тивет, апла пулин те ӗçре пысăк çитӗнӳсем тăватăр. Эсир харăсах темиçе проекта вӗçлетӗр, çакăншăн компанире сире питӗ ырлаççӗ, ӗçтешӗрсем сирӗнтен тӗслӗх илсе хавхаланаççӗ. Сире курайманнисене, ăмсанакансене ку тарăхтарать, асăрханăр. Çуркунне командăпа ӗçлесе ӗмӗтӗрсене пурнăçлатăр. 

Çулла харкам пурнăçăра улăштарма аван. Сентябрьте юратнă çыннăрпа чуна уçса калаçни хутшăнăва çирӗплетет. 

Октябрь варринчен сирӗн тимлӗх ӗç, бизнес çине куçать. Тен, карьера пусмипе çӳлерех улăхасси те пулӗ. Çулталăк аван вӗçленет.  
 
КАЧАКА (СУРĂХ) (1919, 1931, 1943, 1955, 1967, 1979, 1991, 2003, 2015)

Çул питӗ ырра ӗненнипе пуçланать, анчах кӗçех ывăнма пуçланине сисетӗр, тăкаксем хăвăрт ӳсни пăшăрхантарать. Майра самай тупăш кӳрекен хушма ӗç тупас шанăç пур.  Тахçантанпа пӗлекен шанчăклă çынсемпе ӗçлемелле. Çулла хăвăрăн опытпа ӗçре усă курмалла. 
Июль, август уйăхӗсем романтика паллипе иртеççӗ. Кӗркунне карьера тума лайăх вăхăт. Финанс лару-тăрăвӗ те савăнтарать. Октябрьте дипломати вăрттăнлăхӗсемпе анлăн усă курмалла. Ноябрь варринчен çулталăк вӗçленичченех ӗçтешӗрсене хавхалантараканни пулатăр. Çакă сире укçа кӳрӗ, пуçлăх вырăнне йышăнма пулăшӗ.  
 
УПĂТЕ (1920, 1932, 1944, 1956, 1968, 1980, 1992, 2004, 2016)

Февральтенех хутшăнусенче пăтăрмахсем пуçланаççӗ. Май уявӗсем хыççăн лару-тăру лайăхланать. Çулла хутшăнусем çӗнӗ вăйпа аталанаççӗ. Кӗркунне карьерăшăн пыракан тупăшура çаврăнăçуллăрах пулăр – дилетантсем айккинче юлаççӗ. Сентябрӗн 21-мӗшӗнче çӗрпе кун танлашни сире вăй-хăват парать, хăвăрта предприниматель паллисене асăрхатăр е чун туртакан урăх ӗçе хăнăхма пуçлатăр. Çулталăк вӗçленнӗ тӗле сюрпризсем çитеççӗ – савăнтараканнисем те, кăмăла пусараканнисем те пур. Хăшӗсем сирӗн плансене те аркатаççӗ пек. Анчах çакăншăн кулянма кирлӗ мар. Тен, ăна пула ӳлӗм шутланинчен пысăкрах тупăш илетӗр.  
 
АВТАН (1921, 1933, 1945, 1957, 1969, 1981, 1993, 2005, 2017)

Юлашки çулсенче манăçа юлнă ăс-хакăл практикисене аса илме меллӗ вăхăт. Медитаци, ци-гун, йога е тата акварельпе ӳкермелле, сăвă çырмалла, кун кӗнеки илсе пымалла. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн таса хăват пухăнса шухăшăрсем çине ырă витӗм кӳрет.   

Çуркунне карьерăра çитӗнӳсем тăватăр. Плансене пурнăçланă чух хăюллăрах пулăр. Май, июнь уйăхӗсенче хăвăра уйрăмах хавхалануллă, вăйлă туятăр. 
Август-сентябрьте харкам пурнăçра урăм-сурăм тăвăл тухать. Кирлӗ-и сире кун пек хутшăнусем, «ăнăçсăр проект» тесе вӗçлемелле-и вӗсене – пӗр сирӗн çеç йышăну тумалла. Пӗчченнисен май, август уйăхӗсенче шăпа пӳрнипе тӗл пулма шанăç пур. Сентябрьте пуçланнă романтикăлла хутшăнусен пуласлăхӗ тӗтреллӗ. 
 
ЙЫТĂ (1922, 1934, 1946, 1958, 1970, 1982, 1994, 2006, 2018)

Çулталăкăн пӗрремӗш уйăхӗсем ытти чухнехинчен нимӗнпе те уйрăлса тăмаççӗ. Çуркунне хăвăрпа пӗр шухăшлисемпе командăпа пӗрлешсе ӗçленипе тӗллевӗр патне хăвăрт çитетӗр.  Апрельте пӗчченнисен пулас мăшăрне тӗл пулма шанăç пур. Çулла ӗмӗтленнӗ ӗçе вырнаçма май пулать. Çемьеллисен хутшăнăвӗсем лайăхланаççӗ. Сирӗн ӗçпе харкам пурнăçа пăтраштармалла мар. Июнь варринчен июль вӗçлениччен кӗвӗçӗве пула çемьери лăпкăлăх пӗтет (кам кама кӗвӗçессине çăлтăрсем систермеççӗ). Кӗркунне ытларах хăвăра тимлемелле. Хӗлле çывăх çыннăрсенчен хăшӗсем сирӗнпе таса кăмăлтан хутшăнманнине ăнланса илетӗр. Финанс операцийӗсене тимлӗр, транзакцисене темиçе хут тӗрӗслӗр, хаклă япала туянсан чекӗсене кăларса пăрахма ан васкăр.
 
СЫСНА (1923, 1935, 1947, 1959, 1971, 1983, 1995, 2007, 2019)

Кăçал ӗмӗтӗрсене пурнăçлассишӗн кӗрешмелле. Февральте плансем тумалла, вӗсене пурнăçлама хыпар пухмалла. Çуркунне шутланине ăнăçлăн пурнăçласа çитӗнӳпе савăнăр. 

 Пӗчченнисем май уйăхӗнче çӗнӗ çынпа паллашаççӗ. Тен, ку юрату? Анчах çăва тухсан хӗрӳ туйăмсем сӗвӗрӗлме пуçлаççӗ, чӗрене иккӗленӳ тăрмалать – чăнах та Турă пӳрни-ши çак çын?

Июньте эсир командăпа ӗçлеме пӗлни кирлӗ пулать. Июль пуçламăшӗнче хăвăршăн пит пӗлтерӗшлӗ ӗçлӗ калаçусем ирттермелле. Кӗркунне мăраннăн шуса иртет. Сире яваплăх хушса парасшăн-тăк – хирӗçлӗр. Хӗлле шăпа паракан кашни шанăçпа усă курмалла. Анчах пуклак чӗлхеллисене, ытла тӳррӗн калакансене Çӗлен килӗштермест, чеерех пулмалла, дипломат пек калаçмалла. 
 
ЙӖКЕХӲРЕ (1912, 1924, 1936, 1948, 1960, 1972, 1984, 1996, 2008, 2020)

 Хӗллехи лăпкă, евӗк пурнăçра та тапхăр-тапхăр нерв тытăмне лăскаса илекенни тупăнать.  Çуркунне ӗçре ума çӗнӗ ыйтусем тухса тăрӗç. Сирӗн идейăсене хапăлласа йышăнӗç. Çулла харкам хутшăнусенче йӗрке тумалла. Август пуçламăшӗнче мăшăрпа канма кайни аван пулӗ. Сентябрь вӗçӗнче  документсемпе асăрхануллă пулăр. 

Çулталăк вӗçӗнче хăвăртан пит нумай ан ыйтăр. Енчен те спортпа, фитнеспа аппаланма кăмăл çук-тăк, вăйпа спортзала ан кайăр. Торт касăкне питӗ çиес килет-тӗк, диета сирӗншӗн чару ан пултăр.
 
ВĂКĂР (1913, 1925, 1937, 1949, 1961, 1973, 1985, 1997, 2009, 2021)

Çулталăк лăпкăн, васкамасăр пуçланать. Апрелӗн 10-мӗшӗнчен пурнăç хăвăртлăхӗ сасартăках ӳсет. Чăрмавӗсем те тупăнсах тăраççӗ. Ку тапхăр май варричченех тăсăлать. Кӗтмен хыпарсем сирӗн плансене чăл-пар аркатаççӗ. Апла пулин те лăпкăлăха ан çухатăр. 

Çулла харкам чикӗсене хураллама тивӗ. Тен, ку сăмахсем çемье пирки, тен, ӗç пирки. Епле пулсан та сирӗн парăнмалла мар. Июнь, июль уйăхӗсенче ӗмӗтленмелле, юратмалла, хаваслă туйăмсене ирӗке яма та юрать.  Сентябрь хумхануллă пулать. Кил-çуртра вак-тӗвек ыйтусем кăмăла пусăрăнтараççӗ, юрату кимми те çакна пулах путасшăн пек. 

Кӗркунне иртнӗ пурнăçран çын килсе тухать. Сӳнме пуçланă юрату кăварӗ çӗнӗ вăйпа тӗлкӗшет. Анчах шухăшлăр: ку çынпа эсир пӗрре уйрăлса кайнă вӗт, мӗншӗн?  Ăна ытама илме ан васкăр.

Декабрьте сахалрах тăкакланмалла. 
 
ТИГР (1914, 1926, 1938, 1950, 1962, 1974, 1986, 1998, 2010, 2022)

Çуркунне пурнăçăра хăвăра кирлӗ пек йӗркелеме май пулать. Март, апрель уйăхӗсенче ăс-хакăлăра тасатма та лайăх. Куллен хутшăнакансенчен сирӗн пурнăç хăватне кам вăрлать? Çакна тупса палăртатăр. Çулла юрату та, карьера пусмипе улăхасси те, хул-çурăма пиçӗхтересси те çăмăллăн пурнăçланать. Кӗркунне тахçантанпа вырăнтан хускалман проектсене ăнăçлăн вӗçлетӗр. Ноябрьте тунă çитӗнӳсем, çӗнӗ туссем хӗле лăпкăн, канăçлăн кӗтсе илме май параççӗ.   
 
КУШАК (КРОЛИК) (1915, 1927, 1939, 1951, 1963, 1975, 1987, 1999, 2011, 2023)

2025 çул çинчен пӗр сăмахпа каласа параймăн. Вăл кăткăсран та кăткăс ыйтусем ума кăларса тăратать, çав вăхăтрах телей алăкӗн уççине те тыттарать. Хӗл вӗçӗнче енчӗкӗре укçа нумай кӗрет. Çуркунне юрату шыракансем кăмăла каякан çынпа тӗл пулаççех. Иртсе кайнă хирӗçӳсене аса илмесен мăшăрлисен хутшăнăвӗсем тата çирӗп пулӗç.  

Çу варри сирӗншӗн çулталăкри чи йывăр вăхăт пулӗ. Телей кӳмен япаласемпе, çынсемпе, сиенлӗ йăласемпе уйрăлма тивет. Август вӗçӗнче çитӗнӳсемшӗн хăвăра ырлама ан манăр, сентябрь пуçламăшӗнче питӗ лайăх туятăр. 

Октябрьте каллех хирӗçӳсем, тавлашусем пуçланаççӗ, çакна пула плансене улăштарма тивет. Декабрь вӗçленнӗ çӗре пысăк çитӗнӳсем тăватăр.
 
АÇТАХА (1916, 1928, 1940, 1952, 1964, 1976, 1988, 2000, 2012, 2024)

Карьерăпа, амбицисемпе çыхăннă чăрсăр идейăсене çул парса февраль улшăнусем валли май уçать. Çав улшăнусене йышăнмалла, мӗншӗн тесен сирӗн çывăх вăхăтри пуласлăх вӗсемпе çыхăннă. Март-апрельте чун вăркаса аптратать. Юратнă музыкăна итлени, кӗнекесем вулани, фильмсем пăхни пулăшать кун пек чух.   

Апрель вӗçленнӗ çӗре пултарулăхăра туллин кăтартма май пулать. Вăтанса ларас вăхăтсем иртнӗ, çын умне тухмалла, тимлеччӗр сире. Май уйăхӗнче пысăк укçа илетӗр. Пуçлăхран пысăкрах должность ыйтма та именмелле мар. 

Июнь варринчен тытăнса пӗр уйăх мӗн калассине тӗплӗн шутлăр. Таврари çынсемпе ан хирӗçӗр, пурнăçлама сăмах ан парăр. 

Сентябрь, октябрь уйăхӗсенче мăшăрлисене  ачашлăх, романтика туйăмӗ парнелӗ. Пӗчченнисен хӗле кӗрес умӗн кӗтмен-çӗртен мăшăр тупма шанăç пур. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп