Ҫӗнӗ ҫулхи каҫра Тутарстанра 66 ача ҫуралнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ ҫулхи каҫра Тутарстанра 66 ача ҫуралнӑ

Тутарстанра декабрӗн 31 - мӗшӗнчен пуҫласа январӗн 1-мӗшӗччен ҫӗрле 66 ача ҫуралнӑ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Сывлӑх Министерствин пресс-службинче каласа панӑ.

2025 ҫулта пӗрремӗш ача хусанти М. Н. Садыков ячӗллӗ 7 номерлӗ больницӑра ҫут тӗнчене тухнӑ. Тин ҫуралнӑ ачан йывӑрӑшӗ 3480 грамм, пӗвӗ – 54 сантиметр, Апгар – 8 балл. Врачсем тин ҫуралнӑ ҫыннӑн сывлӑхне лайӑх тесе хаклаҫҫӗ.

 

Татар-информ ИА сӑнӳкерчӗкӗ


Нет комментариев