News by date 1 March 2025
-
Пирӗн реабилитаци центрӗ — чи пысăкки
2025 çулта сывлăх енчен çирӗп маррисем (ОВЗ) валли Хусанта çӗршыври чи пысăк реабилитаци центрӗ уçăлать. Халӗ Брайль системипе вӗрентекен шкул тата «Дан» спорт центрӗ ӗçлекен «Ярдем» комплексăн пӗр пайӗ пулса тăрӗ вăл
-
Мартăн 1-мӗшӗнчен ВСУ валли укçа вăрлаймаççӗ
Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа шулӗксем телефон урлă Раççей çыннисен 280 миллиард тенкине вăрланă. Днепропетровскра кăна украин кол-центрӗсем çӗршер. Асăннă суммăн 40 – 50 процентне ВСУ валли янă вӗсем. Тинех кукăр алăллисен лавкки хупăнать. Март уйăхӗн 1-мӗшӗнчен «Кредит историйӗсем çинчен» тата «Потребительсен кредичӗ (займӗ) çинчен» федераллă законсене 2024 çулхи февралӗн 26-мӗшӗнче кӗртнӗ тӳрлетӳсем вăя кӗреççӗ.