Мартăн 1-мӗшӗнчен ВСУ валли укçа вăрлаймаççӗ
Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа шулӗксем телефон урлă Раççей çыннисен 280 миллиард тенкине вăрланă. Днепропетровскра кăна украин кол-центрӗсем çӗршер. Асăннă суммăн 40 – 50 процентне ВСУ валли янă вӗсем. Тинех кукăр алăллисен лавкки хупăнать. Март уйăхӗн 1-мӗшӗнчен «Кредит историйӗсем çинчен» тата «Потребительсен кредичӗ (займӗ) çинчен» федераллă законсене 2024 çулхи февралӗн 26-мӗшӗнче кӗртнӗ тӳрлетӳсем вăя кӗреççӗ.
Вӗсемпе килӗшӳллӗн, март уйăхӗн 1-мӗшӗнчен Раççей кашни гражданинӗ «Патшалăх услугин» порталӗнчи харпăр кабинетӗнче хăй ячӗпе кредитсем, микрозаймсем илме чару лартма пултарать. Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен МФЦсенче те тума пулать ку процедурăна.
Чару заявлени панă хыççăн тепӗр кун ӗçлеме тытăнать. Урăхла каласан, банк, микрофинанс организацийӗ автоматла майпа ку çынна займ е кредит пама чарать. Енчен те чару пуррине пăхмасăр банк е микрозайм организацийӗ ку е вăл çын ячӗпе кредит парсан, заемщикран укçана шыраса илеймест.
Анчах асăрханăр, «Патшалăх услугин» порталӗнче (сентябрӗн 1-мӗшӗнчен МФЦсенче) кредитсем илме чару лартас тесен гражданинăн маларах илнӗ кредичӗсене вăхăтран малтан хупмалла тенине пӗлтермест, çавăнпа кун евӗр шăнкăравсем килес пулсан ан шанăр!
Малашне банксен кредит пама заявлени тăратнă-тăратманах укçана алла тыттарма юрамасть, темиçе кун ятарлă тӗрӗслев ирттермелле, гражданина шухăшлама темиçе кун вăхăт памалла. Енчен те банк 2025 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен çак условие пăсать-тӗк, шулӗксенчен шар курнă гражданин парăма тавăрмасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев