Пирӗн реабилитаци центрӗ — чи пысăкки
2025 çулта сывлăх енчен çирӗп маррисем (ОВЗ) валли Хусанта çӗршыври чи пысăк реабилитаци центрӗ уçăлать. Халӗ Брайль системипе вӗрентекен шкул тата «Дан» спорт центрӗ ӗçлекен «Ярдем» комплексăн пӗр пайӗ пулса тăрӗ вăл
2025 çулта сывлăх енчен çирӗп маррисем (ОВЗ) валли Хусанта çӗршыври чи пысăк реабилитаци центрӗ уçăлать. Халӗ Брайль системипе вӗрентекен шкул тата «Дан» спорт центрӗ ӗçлекен «Ярдем» комплексăн пӗр пайӗ пулса тăрӗ вăл
Çӗнӗ çуртра бассейн, вӗренӳ класӗсем тата процедура пӳлӗмӗсемпе реабилитаци иртмелли ытти кабинетсенчен тăракан медицина блокӗ пулаççӗ.
— Эпир Хусана инклюзивлă хула пек курасшăн — çитес тенӗ вырăн, усă курас тенӗ спорт хатӗрӗсем кашниншӗн меллӗ, çывăх пулмалла. Хамăршăн ку сулăма приоритетлисенчен пӗри тесе суйласа илтӗмӗр. Хулара инклюзивлă шкулсен, ача сачӗсен шучӗ ӳсет, обществăлла вырăнсемпе социаллă объектсене çитесси ансатланать, — каласа парать кун пирки хула мэрӗ Ильсур Метшин.
2024 çулта В.Серов урамӗнче республикăри пӗрремӗш инклюзивлă бульварăн пӗр пайӗ ӗçлеме пуçланă. Ача-пăча вырăнӗсем, спорт площадкисем хута кайнă. 2025 çулхи октябрь уйăхӗнче бульварăн тепӗр пайне уçма палăртнă. Унта сăнав (смотр) площадки, велоçул тата сывлăх енчен çирӗп маррисем валли велосипед проката паракан павильонсем ӗçлӗç.
Иртнӗ эрнере 27№ библиотекăра проект кураторӗсем, бульвар архитекторӗ Виталий Волков, парксемпе скверсен дирекцийӗн пуçлăхӗ Айгуль Латыпова тата хула çыннисем пуçтарăнса пулас бульварăн шăпине сӳтсе явнă.
«Пурнăç валли инфраструктура» наци проектне кӗрекен «Хулари вырăна пурăнма меллӗ йӗркелесси» («Формирование комфортной городской среды») федераллă проектпа пурнăçлаççӗ шутланисене.
Сжнъкерч.к KZN.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев