News by date 2 January 2018
-
Тăлăхсемпе ваттисене, килсӗррисене – Çӗнӗ çул парни
(Ирина Трифонова) Чăн телей вăл çумра пурăнакансем те телейлӗ пулни, савăнăçа ыттисемпе пӗрле пайлама пӗлни. Шел пулин те, хăш-пӗри çак аслă та ăнлă тӗнчере те тăр пӗччен. Сăмах тăлăх ачасемпе ваттисен çуртӗнче пурăнакансем пирки. Йӗри-тавра çынсем пулсан та час-часах вӗсем хăйсене хăр тăлăххăн та пӗччен туяççӗ. Пирӗн тивӗç кунта -...
-
Сири ачисене Çӗнӗ çулпа саламласа
«Юнармия» юхăмăн Тутарстанри пайташӗсем Сири ачисем валли çӗнӗ çул парнисем пуçтарса панă çӗре активлă хутшăннă. Кун пирки РИА «Хыпарӗсем» пӗлтерет. Хусан, Оренбург, Уфа, Тула, Псков, Мускав облаçӗнче пурăнакансем Сири ачисене тумтир, канцеляри таварӗсем, çемçе теттесем, пылак çимӗçсем пӗтӗмпе 10,5 тонна пуçтарса панă. Тиеве сывлăш çарӗн самолечӗпе ăсатнă. «Раççей ачисем -...
-
Хусан паркӗсенче Франци карнавалӗ
(Ирина Трифонова. Салават Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ) Çӗнӗ çул уявӗсемпе хӗллехи каникула интереслӗ ирттерме шухăш пулсан, пӗр шутламасăр Хусаналла çул тытмалла. Хулари театрсенче, парксенче кашни кун мӗнле те пулин мероприяти иртет, ачасем валли спектакльсемпе представленисем пыраççӗ. Ют çӗршывсенчен те артистсем килме тытăнчӗç ӗнтӗ пирӗн пата. Францин Remue Menage урам театрӗн артисчӗсем те,...
-
«КАМАЗ-Мастер» 2018 çула çӗнтерӳпе пуçлама ӗмӗтленет
(Ирина Трифонова. Рамиль Гали сăнӳкерчӗкӗ) Çӗнӗ çул уявӗн кунӗсенче Раççей çыннисенчен ытларах пайӗ канать пулӗ те, «КАМАЗ-Мастер» командăшăн хӗрӳ тапхăр пуçланать. Вӗсем халӗ хӗрсех Лимăра старта тухакан «Дакар-2018» раллие хатӗрленеççӗ. Шучӗпе хӗрӗхмӗш ралли-марафон маршручӗ кăçал Перу, Боливи, Аргентина çӗршывӗсен территорийӗсем тăрăх выртать. Çӗнтерӳçӗ командăн пилочӗ Эдуард Николаев каласа панă тăрăх,...
-
Уявăн тӗп парни – пăру
Хусанта Çӗр ӗçченӗсен керменӗ умӗнче январӗн 8-мӗшӗччен уяв мероприятийсем иртеççӗ. Унта Хусан çыннисемпе хăнасем пурте хутшăнма пултараççӗ. Уяв мероприятийӗсем ирхине 11 сехетре пуçланаççӗ. Уявра тӗрлӗ конкурс- вăйăсем, 3-мӗшӗнче квадрациклсемпе ярăнтараççӗ, 5-мӗшӗнче выльăх-чӗрлӗх куравӗ пулать. Çав кун хусансемпе хăнасене лашапа та ярăнтараççӗ тата лотерея та вылянтараççӗ. Тӗп парне - пăру.
-
Кăçал тепӗр 27 клуб
Республикăра кăçал август уйăхӗ тӗлне 24 районти ялсенче тата 27 Культура çурчӗ лартӗç. Çак тӗлӗшпе бюджетран 260 миллион тенкӗ укçа уйăрнă. Строительство ӗçӗсем аллă вырăнлă клубшăн - 6,6, çӗр вырăнлишӗн - 12, ик çӗр вырăнлишӗн - 14, виç çӗр вырăнлишӗн 16,8-шар миллион тенкӗ тăкаклӗç. Эх, çӗнӗ клубсем ялсенче пӗр 20-25...
-
Акрельсем Çӗнӗ çула вакăра кӗтсе илнӗ
Çӗнӗ çул иртсе кайнă-кайманах, Çарăмсан районӗнчи акрельсем Кăшарни репетицине пуçланă. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем Çӗнӗ çулах вырăнти юханшывра вакă каснă. Вакка тӗрӗслесе те пăхнă ӗнтӗ.