Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«КАМАЗ-Мастер» 2018 çула çӗнтерӳпе пуçлама ӗмӗтленет

(Ирина Трифонова. Рамиль Гали сăнӳкерчӗкӗ) Çӗнӗ çул уявӗн кунӗсенче Раççей çыннисенчен ытларах пайӗ канать пулӗ те, «КАМАЗ-Мастер» командăшăн хӗрӳ тапхăр пуçланать. Вӗсем халӗ хӗрсех Лимăра старта тухакан «Дакар-2018» раллие хатӗрленеççӗ. Шучӗпе хӗрӗхмӗш ралли-марафон маршручӗ кăçал Перу, Боливи, Аргентина çӗршывӗсен территорийӗсем тăрăх выртать. Çӗнтерӳçӗ командăн пилочӗ Эдуард Николаев каласа панă тăрăх,...

(Ирина Трифонова. Рамиль Гали сăнӳкерчӗкӗ) Çӗнӗ çул уявӗн кунӗсенче Раççей çыннисенчен ытларах пайӗ канать пулӗ те, «КАМАЗ-Мастер» командăшăн хӗрӳ тапхăр пуçланать. Вӗсем халӗ хӗрсех Лимăра старта тухакан «Дакар-2018» раллие хатӗрленеççӗ. Шучӗпе хӗрӗхмӗш ралли-марафон маршручӗ кăçал Перу, Боливи, Аргентина çӗршывӗсен территорийӗсем тăрăх выртать. Çӗнтерӳçӗ командăн пилочӗ Эдуард Николаев каласа панă тăрăх, çитес раллие грузовиксене çӗнетнӗ, подвескисене улăштарнă. Ку çулсăр вырăнсенче хăвăртлăха ӳстерме пулăшасса шанать команда.

«Чемпион титулне хамăртан ярас мар тесе тăрăшăпăр», - терӗ журналистсемпе тӗл пулсан Эдуард Николаев.

Аса илтеретпӗр, команда экипажӗ Евгений Яковлевран, Владимир Рыбаковран тата Эдуард Николаевран тăрать. 2017 çулхи раллире 2-мӗш вырăн йышăннă экипаж та марафона хатӗрленет. Дмитрий Сотников, Руслан Ахмадеев, Игорь Леонов та ку хутӗнче çӗнтерессе шанаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев