Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусан паркӗсенче Франци карнавалӗ

(Ирина Трифонова. Салават Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ) Çӗнӗ çул уявӗсемпе хӗллехи каникула интереслӗ ирттерме шухăш пулсан, пӗр шутламасăр Хусаналла çул тытмалла. Хулари театрсенче, парксенче кашни кун мӗнле те пулин мероприяти иртет, ачасем валли спектакльсемпе представленисем пыраççӗ. Ют çӗршывсенчен те артистсем килме тытăнчӗç ӗнтӗ пирӗн пата. Францин Remue Menage урам театрӗн артисчӗсем те,...

(Ирина Трифонова. Салават Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ) Çӗнӗ çул уявӗсемпе хӗллехи каникула интереслӗ ирттерме шухăш пулсан, пӗр шутламасăр Хусаналла çул тытмалла. Хулари театрсенче, парксенче кашни кун мӗнле те пулин мероприяти иртет, ачасем валли спектакльсемпе представленисем пыраççӗ. Ют çӗршывсенчен те артистсем килме тытăнчӗç ӗнтӗ пирӗн пата. Францин Remue Menage урам театрӗн артисчӗсем те, акă, хусансен кăмăлне кайрӗç. Декабрӗн 31-мӗшӗнче вӗсем Химиксен Культура çурчӗ çумӗнчи Хыр варӗнче тата Урицки паркӗнче «Упа çăварӗ» карнавал шоуне кăтартрӗç. Хусансемшӗн карнавал çӗнӗлӗх. Тутарстан тӗп хулине Париж артисчӗсем 4 метрлă упа-пуканесемпе килнӗ. Сăмах май, французсене пирӗн хула питӗ килӗшнӗ, унăн архитектури, парксен илемӗ, ыркăмăллă куракансем.

Çак мероприяти Мускаври агентство ертӳçи Владимир Яшин тăрăшнипе йӗркеленнӗ, ăна вара ТР парксемпе скверсен дирекцийӗ чӗнсе илнӗ.

Французсем Хусанта 3 кун ӗçленӗ хыççăн каялла Парижа таврăнчӗç. Çапах пирӗн парксем пушанмарӗç, унта халӗ «Большие братья» Мускав труппин артисчӗсем ӗçлеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев