News by date 3 July 2022
-
Çамрăксем нумайччӗ ялта ун чух...
Зиновий Петрович Морозкин пысăк стажлă культура ӗçченӗ. Вăхăтӗнче Чăваш Чакăлтăм клубӗн ертӳçи, район Ӗçтăвкомӗн культура уйрăмӗн инспекторӗ, Аслă Тарханпуç Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи, Пăхăрçă клубӗн ертӳçи пулнă. «Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчен пуçланă хамăн ӗç çулне, Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчех вӗçлерӗм», – шӳтлет вăл хăй кун пирки.
-
Кунта телефонра ларма вăхăт çук
Хальхи саманара кашнин аллинче мобильлӗ телефон пур. Çакă пӗр енчен питӗ аван – пур ӗçе те ниçта та каймасăрах татса пама май парать смартфон. Тӗрлӗ ӗç тума пӗрлешнӗ çынсем час кăна Ватсап мессенджерта ушкăн йӗркелеççӗ, кирлӗ ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Лагере çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем валли те çапла ушкăн уçрăмăр Ватсапра. Кунсерен ачасем мӗнле каннине сăн ӳкерсе çавăнта вырнаçтартăмăр. Ашшӗ-амăшӗсем питӗ кăмăллă пулчӗç, лагерь пуçлăхӗпе воспитательсене нумай тав сăмахӗ каларӗç. Ачасем хăйсем тата еплерех хавасчӗ! Эппин канăва тӗрӗс йӗркеленӗ шкул çумӗнчи лагерьте – ку чи пӗлтерӗшли.
-
Хӗрарăма хисеплемен арçын Таса Турă Амăшне хисепе хуманнине пӗлтерет
«Игнатий владыка, хӗрарăм çăтмаха арçын урлă кăна кӗме пултарать тесе калать хăш-пӗри. Нумай пулмасть пӗр ушкăнра кун пирки калаçу çуралчӗ. «Хӗрарăм вăл арçыннине юраймасан, пăхмасан çăтмаха кӗреймест. Арçын урлă выртать çак çул», – татса каларӗ пӗр хисеплӗ çын. Ман шутпа, вăл йăнăшать. Апла пурнăçра – ӗçре, кил хуçалăхра ырăпа палăрсан та, ачи-пăчине Турра юрăхлă ӳстерсен те, темле кӗл туса пурăнсан та, шухăш-кăмăлӗпе таса пулсан та хӗрарăм арçынна юраймасан çăтмаха кӗреймест пулать? Ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн».
-
Интернет пур чух Ял кунне ирттерме çăмăлрах
2022 çулхи июнӗн 11-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Шешкелте Ял кунӗ иртнӗ. Электронлă сасăлавпа ял-йыш Троица умӗнхи Ваттисен кунӗнче кăнтăрла иртсен тӗл пулма палăртнă хыççăн Ял кунне кашни çул çак вăхăтра ирттерме калаçса татăлнă.