Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кунта телефонра ларма вăхăт çук

Хальхи саманара кашнин аллинче мобильлӗ телефон пур. Çакă пӗр енчен питӗ аван – пур ӗçе те ниçта та каймасăрах татса пама май парать смартфон. Тӗрлӗ ӗç тума пӗрлешнӗ çынсем час кăна Ватсап мессенджерта ушкăн йӗркелеççӗ, кирлӗ ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Лагере çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем валли те çапла ушкăн уçрăмăр Ватсапра. Кунсерен ачасем мӗнле каннине сăн ӳкерсе çавăнта вырнаçтартăмăр. Ашшӗ-амăшӗсем питӗ кăмăллă пулчӗç, лагерь пуçлăхӗпе воспитательсене нумай тав сăмахӗ каларӗç. Ачасем хăйсем тата еплерех хавасчӗ! Эппин канăва тӗрӗс йӗркеленӗ шкул çумӗнчи лагерьте – ку чи пӗлтерӗшли.

Çулла ытти нумай шкулсенчи пекех Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи вăтам шкул çумӗнче те ачасен «Летняя карусель – 2022» кану лагерӗ ӗçлет. Лагерь пуçлăхӗ С.С.Мелентьева ачасем валли кашни куна интереслӗ хатӗрлеме тăрăшнă. В.И.Краснова, Н.А.Николаева, Е.В.Кожеманова, Н.Е.Чугунова воспитательсем тăрăшнипе ачасем кашни кунах терлӗ мероприятисене хутшăнаççӗ.

Кун йӗрки тăрăх пăхсан ачасен пушă вăхăт çукпа пӗрех. Кашни ире канакансем хаваслă кӗвӗпе ирхи зарядкăран пуçлаççӗ. Столовăйӗнче вӗсене А.А.Тихонова, Л.А.Уразайкина тата Т.В.Аниськина ыркăмăллă поварсем техӗмлӗ те тутлă апатпа кӗтсе илеççӗ. 

Лагере хăнасем те килсех тăчӗç. Ачасемпе калаçу ирттерме РФ ШӖМӗн Аксу районӗнчи уйрăмӗн çул çитмен ачасемпе ӗçлекен пайӗн инспекторӗсем Ф.М.Абдуллинпа В.Ф.Хамматов килсе кайрӗç. Кану лагерьне çӳрекенсем вӗсене интересленсе итлерӗç, ыйтусем нумай пачӗç. 

Çавăн пекех Нурлатри «Безопасность дорожного движения» патшалăх бюджет учрежденийӗн территорири управленийӗн профилактика уйрăмӗн пуçлăхӗ Г.Х.Гималтдинова та ятарласа килчӗ. Вăл ачасен хушшинче «Хăрушсăр кустăрма» ăмăрту ирттерчӗ. Ачасем чăрмавсем урлă иртмелли тата велосипедпа ăста çӳремелли конкурссене хаваспах хутшăнчӗç. Гульфия Харисовна пушă алăпа килмен, ăмăртура çӗнтернӗ Катя Власовăна (1-мӗш вырăн), Илья Козлова (2-мӗш) тата Ксения Сафроновăна (3-мӗш) призсемпе чысларӗ. Ыттисем те парнесӗр юлмарӗç.

Шкул çумӗнчи лагерьте ӗçлекенсем Кивӗ Тимушкелӗнчи Культура çурчӗпе библиотека ӗçченӗсемпе тачă çыхăнса ӗçлерӗç. З.В.Аниськинăпа Л.Н.Филипенко тӗрлӗ вăйăсем, конкурссем ирттерчӗç, А.В.Туйкина ташă кружокӗ йӗркелерӗ, И.И.Туйкина библиотекарь ачасене кӗнекесемпе паллаштарчӗ. 

Ачасем тӗрлӗ ăмăртусене хутшăнма ялан хавас. В.А.Чугунов физрук йӗркеленӗ спорт ăмăртăвӗсене хастар хутшăнчӗç лагере çӳрекенсем. 

Çавăн пекех Аксури таврапӗлӳ музейӗнче экскурсире те пулса куртăмăр, вӗренекенсем нумай интереслӗ япалапа паллашрӗç унта. Ачисем вăхăта çав тери усăллă ирттернӗрен ашшӗ-амăшӗ те кăмăллă, ара, кунӗпе телефон тытса е компьютер умӗнче куçа пӗтерсе ларни мар вӗт. 

(Елена КОЖЕМАНОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев