Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗрарăма хисеплемен арçын Таса Турă Амăшне хисепе хуманнине пӗлтерет

«Игнатий владыка, хӗрарăм çăтмаха арçын урлă кăна кӗме пултарать тесе калать хăш-пӗри. Нумай пулмасть пӗр ушкăнра кун пирки калаçу çуралчӗ. «Хӗрарăм вăл арçыннине юраймасан, пăхмасан çăтмаха кӗреймест. Арçын урлă выртать çак çул», – татса каларӗ пӗр хисеплӗ çын. Ман шутпа, вăл йăнăшать. Апла пурнăçра – ӗçре, кил хуçалăхра ырăпа палăрсан та, ачи-пăчине Турра юрăхлă ӳстерсен те, темле кӗл туса пурăнсан та, шухăш-кăмăлӗпе таса пулсан та хӗрарăм арçынна юраймасан çăтмаха кӗреймест пулать? Ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн».

– Хаклă Ирина, кун пек калаçусем Библире çырнине тӗрӗс мар, çиелтен ăнланнипе тухаççӗ. Кăна хăйне евӗр философи теме те пулать. Библире «Жена да убоится своего мужа» тени пур,  Турă çын хутшăнăвӗсене палăртнă чух та çак сăмахпах усă курнă. Славян чӗлхинче «убоится» сăмах «юрату» сăмахăн синонимӗ пек те усă курăнать. Турра юратмалла пирӗн, хисепе хумалла. Ан манăр, Иисус та Таса Марийăран çуралнă. Хӗрарăма хисеплемен арçын Таса Турă Амăшне хисепе хуманнине те пӗлтерет. Хӗрарăм пурнăç паракан, йăха тăсакан. 

Ку чухне Павел Апостолăн хӗрарăмпа арçын хутшăнăвӗсем мӗнле пулмалли çинчен каласа хăварнине вулама сӗнетӗп. Пӗтӗмлетсе юрату çинчен унран вăйлăрах калакан урăх çук та пулӗ. Ахальтен мар Павел апостолăн сăмахӗсене юратăва халалланă гимн теççӗ. «Енчен те эпӗ этем тата Ангел чӗлхипе калаçатăп пулсан, анчах ăшра юрату пулмасан – эпӗ янракан пăхăр е кимвал (музыка инструменчӗ) кăна. Манăн малашлăха курас пархатар пулсан, тем те туса хума хăват  е тӗрлӗ пӗлӳпе ӗненӳ пулсан, анчах ăшра юрату пулмасан – эпӗ никам та мар», – тет Павел Апостол. Мӗне тăраççӗ унăн çак сăмахӗсем: «Юрату нумая чăтать, шеллет, юрату ăмсанмасть, юрату çӗклесе мăнкăмăллантармасть, мăнаçланмасть, йӗркесӗрленмест, тарăхмасть, хăйшӗн кăна шырамасть, усал тытмасть, тӗрӗс маррипе савăнмасть, тӗрӗссипе савăнать; йăлт хуплать, пӗтӗммине шанать, пӗтӗммине ӗненет, йăлт чăтать. Каласа хунисем (пророчество) пӗтсен те юрату нихăçан та пӗтмест, чӗлхесем чӗмсӗрленсен те, пӗлӳ çухалсан та». Çак сăмахсене ӗнтӗ юратăва халалланă гимн теççӗ. Çак сăмахсене вăл юратăвăн чи çӳллӗ палăрăмне – Турă юратăвне ăнлантарса çырнă. 

Ефесянсене Павел Апостол (Еф.5:22-33) вара çапла каласа хăварнă. «Арăмсем, хăвăрăн упăшкăрсене Турра пăхăннă пек пăхăнса тăрăр. Мӗншӗн тесен упăшка арăм пуçлăхӗ пулса тăрать, Христос чиркӳ пуçлăхӗ пулнă пек...

Упăшкасем, хăвăрăн арăмăрсене юратăр, Христос чиркӗве чунтан юратнă пек, уншăнах вăл Хăй пурнăçне панă... Упăшкасен арăмӗсене çавăн пек юратмалла, хăйсен ӳтне юратнă пек: арăмне юратакан хăйне те юратать. Мӗншӗн тесен никам та, нихăçан та хăй ӳтне йышăнмасăр кураймасăр тăмасть. Çитерет те, ăшăтать те, Турă чиркӗве ăшăтнă пек. Мӗншӗн тесен эпир пурте ун ӳчӗн пайӗсем, ун шăммин пайӗсем. 

Çавăнпа этем ашшӗне, амăшне хăвартăр та хăй арăмӗ çумне çыпăçтăр. Вара икӗ ӳтрен пӗр ӳт пулӗ. Вара кашни теприне хăйне хăй юратнă пек юраттăр...». Ак çапла пиллесе хăвранă Павел апостол çынсене. Кунта Павел Апостол мăшăрланăва Христоспа Чиркӳ пӗрлӗхӗпе танлаштарса арăмӗпе упăшки хушшинче те çавăн пек пӗрлӗх пулмаллине калать. Апостол тӳррӗн арçынна арăмне юратма хушать. Çак юратăвăн виçине, анлăшне эпир Евангелирен аван куратпăр. Ку вăл хуть хăш вăхăтра та çемьешӗн пурнăç пама хатӗр пулни. 

Юрату – анлă пӗлтерӗш, ун çинчен нумай калама пулать. Ыйтусем пур пулсан Çветтуйсен çырнинче пур хурава та тупма пулать. 

Турă пилӗ сирӗнпе пултăр.  (Гурьевски епископӗ, Кемерово епархийӗн  викарийӗ Игнатий). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Религия