News by date 4 November 2024
-
Халăх календарӗ
Чӳк уйăхӗн 4-мӗшӗ – Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗ. Çак кун çумăр çусан кӗçех хӗл ларать. «Казанскинче кăнтăрлаччен çумăр çăвать, кăнтăрла хыççăн хӗл ларать». Ир çинчен тӗтреллӗ пулсан – çанталăк ăшăтасса.
-
«Чăваш романӗ» II литература конкурсне пӗтӗмлетнӗ
Чăваш кӗнеке издательстви «Чăваш романӗ» II литература конкурсне пӗтӗмлетрӗ. Пултарулăх ăмăртăвӗ çулталăка яхăн пычӗ – ӗçсене 2023 çулхи раштав уйăхӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа 2024 çулхи авăн уйăхӗн 30-мӗшӗччен йышăнчӗç.
-
Эрне интереслӗ, тӗрлӗ пулăмсемпе пуян пулать
Кăмăл-туйăмăра сăнасах тăрăр, эмоцисене вăхăтра тытса чарма ӗлкӗрӗр. Тавракурăма ӳстерме лайăх вăхăт. Черетлӗ çичӗ кун куç хупса иличчен иртсе каять. Пӗтӗмӗшле илсен тапхăра хурлама çук – ырри чылай çак кунсенче, анчах çине тăрса татса памалли ыйтусем те сике-сике тухаççӗ.
-
Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ
ТР Раисӗ Рустам Минниханов уяв ячӗпе чӗнсе калани.