Эрне интереслӗ, тӗрлӗ пулăмсемпе пуян пулать
Кăмăл-туйăмăра сăнасах тăрăр, эмоцисене вăхăтра тытса чарма ӗлкӗрӗр. Тавракурăма ӳстерме лайăх вăхăт. Черетлӗ çичӗ кун куç хупса иличчен иртсе каять. Пӗтӗмӗшле илсен тапхăра хурлама çук – ырри чылай çак кунсенче, анчах çине тăрса татса памалли ыйтусем те сике-сике тухаççӗ.
ТАКА 21.III-20.IV
Эрне пуçламăшӗнче хăвăрта иксӗлми вăй-хал туятăр. Çакă сире пуçланă ӗçсене вӗçлеме те, çӗнӗ проектсене тытăнма та май парать. Финанс ыйтăвӗсене татса панă чух лăпкă пулăр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Хăвăра мӗнле туйнине сăнамалла, сывлăхăра тимлемелле. Йăлана кӗнӗ хăнăхусене пăхса тухмалла – сиенлӗ мар-и вӗсем? Çемьепе, кил-çуртпа çыхăннă ыйтусене эрне варринче татса пама çăмăлрах. Эрнекун илнӗ хыпар финанс лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Çӗнӗ çынсемпе нумай хутшăнма тӳр килет çак кунсенче. Тунтикунранах çынсемпе паллашса хута каякан проектсене пуçăнма май килет. Эрне варринче кулленхи ӗçсене туни вырăнлă.
РАК 22.VI-22.VII
Çемьери ыйтусене татса парассинчен пуçланать эрне. Кӗçнерникунчченех кил-çурта, çывăх çынсене тимлемелле пулать. Ӗçри улшăнусем сирӗн тивӗçсем çине витӗм кӳрӗç. Çаврăнăçуллăрах пулăр, çӗнӗ условисене хăвăрт хăнăхмалла.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Ку эрнере эсир хăвăра чăннипех лидер пек туйма пултаратăр. Тунтикунранах пултарулăхăра кăтартма май паракан сӗнӳ илетӗр. Çак шанăçа вӗçертмелле мар, мӗншӗн тесен ку карьерăшăн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗ.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Питӗ тухăçлă эрне. Малтанах çанă тавăрса ӗçлеме тивет. Кӗçнерникунтан тавлашусем сиксе тухаççӗ, анчах хăвăра лăпкă тытмалла, дипломатипе пӗлсе усă курни хăвăрт килӗшӳ тупма пулăшать.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Хутшăнусем çине ытларах тимлӗх уйăрăр. Эрне пуçламăшӗнче çынсемпе пӗр чӗлхе тупма çăмăл пулмасть, çавăнпа çăлтăрсем сире чӗрре кӗме хушмаççӗ. Эрне варри пӗрлехи проектсемпе ӗçлеме меллӗ вăхăт.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Ку эрнене улшăнусен тапхăрӗ пек йышăнмалла. Тунтикунранах хăвăрта мӗн-тӗр питӗ çӗнетес килӗ. Вӗçленмен ӗçсене пӗтерсе çӗнӗ проекта пуçăнма лайăх вăхăт халь. Кӗçнерникун, эрнекун таврари çынсем хапăлласах пулăшӗç сире.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Интереслӗ пулăмсем пайтах пулаççӗ çак кунсенче. Вӗренекенсемпе çынсемпе хутшăнакансем уйрăмах тунсăхламӗç. Эрнен пӗрремӗш çурринче çӗнӗ вӗренӳ пуçлама лайăх. Эрне варринче кӗтмен çӗртен ăçта та пулин кайма, кампа-тăр тӗл пулма тивни сире ăнăçу кӳрӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Професси ыйтăвӗсене татса пама, карьера пусмипе улăхма меллӗ вăхăт. Ума лартнă çӗнӗ тӗллевсене çитме, ӗçлӗ ыйтусене татса пама эрне пуçламăшӗ ăнăçлă. Ӗçтешӗрсемпе хутшăннă чух эрне варринче чăтăмлăрах, тӳсӗмлӗрех пулмалла.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Çӗнӗ ӗçе пуçăнма питӗ ăнăçлă эрне. Тунтикунах плансем палăртса вӗсене мӗнле пурнăçлассине шутласа хумалла. Кӗçнерникун ӗçпе е харкам пурнăçпа çыхăннă ырă пулăмсем кăмăлăра çӗклӗç.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Ăс-хакăла ӳстерме, кăмăл-туйăмăра тӗпчеме вăхăт çитнине сисетӗр çак кунсенче. Эрне пуçламăшӗнче тахçан татса памалли ыйтусем çивӗччӗн тухса тăрӗç. Эрне варри творчество çыннисемшӗн ăнăçлă вăхăт. Канмалли кунсенче ытла йывăр ан ӗçлӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев