Халăх календарӗ
Чӳк уйăхӗн 4-мӗшӗ – Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗ. Çак кун çумăр çусан кӗçех хӗл ларать. «Казанскинче кăнтăрлаччен çумăр çăвать, кăнтăрла хыççăн хӗл ларать». Ир çинчен тӗтреллӗ пулсан – çанталăк ăшăтасса.
• Чӳк уйăхӗн 5-мӗшӗ – Иаков. Çак кун çумăр çусан çитес çул тыр-пул ăнса пулать. Малтанхи сивӗсем ытларах чухне виçӗ кунран ытла тăмаççӗ. Пӗрремӗш хут юр çусан хӗрӗх кунран хӗл ларать.
• Чӳк уйăхӗн 6-мӗшӗ – Турă Амăшӗн «Всех скорбящих Радость» турăшӗн кунӗ, Афанасий. Çак кунран ӗлӗк улахсем пуçланнă. Чылайччен лăпкă тăнă хыççăн çил тухрӗ-тӗк – юр çăвасса.
• Чӳк уйăхӗн 7-мӗшӗ – Федот. Хӗвел хӗрелсе ансан – çанталăк пăсăласса. Ирхине тӗтреллӗ-тӗк – ăшăтать. Çак кун ытларах чухне çумăр е юр çăвать.
• Чӳк уйăхӗн 8-мӗшӗ – Дмитрий Солунский. Çак кун сивӗ те юрлă пулсан – çуркунне сивӗ пулать; ăшă-тăк – çуркунне ир килет тата ăшă пулать. Кушак урипе питне хуплать-тӗк – сивӗтессе.
• Чӳк уйăхӗн 9-мӗшӗ – Матрена. Чӳк уйăхӗнче çанталăк мӗнле – çу уйăхӗнче те çапла пулать теççӗ. Ноябрӗн 9-мӗшӗнче панă сăмаха тытсан пӗтӗм начарри хыçа юлать.
• Чӳк уйăхӗн 10-мӗшӗ – Параскева, Макоша. Чие йывăççи çинчен çулçă ӳксе пӗтмесӗр хӗл лармасть. Йывăçсене пас тытнă-тăк – сивӗтессе, тӗтре – ăшăтасса. Çак кун хытă кулма юрамасть тет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев