News by date 5 April 2022
-
2023 çулта парксемпе дворсене тирпейлесси пирки сасăлав апрелӗн 15-мӗшӗнче пуçланать
Çитес çул республикăри 45 районра хăтлăх кӗртмелли вырăнсене суйласа илмелли ыйтăм вунă кунран тытăнать
-
Икӗ кун хушшинче Çырчаллинче пурăнакансем Мариупольтан куçса килекенсене 230 пин тенкӗ пухса панă
Автохулара пурăнакансем Мариупольтан ирӗксӗр куçса килме тивнӗ çынсене тӗрев парас чӗнӗве итлесе укçа пуçтарнă тесе пӗлтерет хула мэрийӗ.
-
Таварсем лавккари çӳлексем çине таврăнаççӗ, ажиотаж чакать
Раççей Правительствин кризиса хирӗç йышăннă мерисем чи кирлӗ таварсен рынокӗнчи лару-тăрăва стабилизацилеме пултарчӗç тесе пӗлтернӗ Патшалăх Думине Тутарстанран суйланнă депутат Олег Морозов РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин «Пӗрлехи Раççей» фракци представителӗсемпе тӗлпулнă хыççăн.
-
Пӗр штрафа икӗ хут тӳлемеççӗ
Cистема арпашăннине кура тепӗр хут çырса панă штрафа тӳлес мар тесен мӗн тумалли çинчен ТР ГИБДД Управленийӗнче каласа панă.
-
Хусанти гуманитари штабӗ йышăнакан таварсене Донбассран вăхăтлăх куçса килнӗ çынсене парӗ
Çынсенчен пулăшу йышăнакан гуманитари штабӗ иртнӗ канмалли кунсенче Донбассран ирӗксӗр куçса килме тивнӗ çынсене пулăшма тытăнӗ. Маларах кунта ДНРпа ЛНРа ăстама гуманитари пулăшăвӗ пухатчӗç. Çакăн çинчен ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Алла Кондратьева пӗлтернӗ.
-
Хусанта Роберт Миннуллин поэта халалласа асăну хăми уçӗç
Ăна Тутарстанăн шӗкӗр хулинчи Лев Толстой урамӗнчи 16А çурт фасачӗ çине вырнаçтарасси çинчен калакан хушăва ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.
-
Алексей Федорович ГОРДЕЕВА 35 çул тултарнă ятпа!
Хаклăран та хаклă çыннăмăра, шăллăмăра, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче пурăнакан Алексей Федорович ГОРДЕЕВА апрелӗн 5-мӗшӗнче 35 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн хӗрӳллӗн саламлатпăр!