Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр штрафа икӗ хут тӳлемеççӗ

Cистема арпашăннине кура тепӗр хут çырса панă штрафа тӳлес мар тесен мӗн тумалли çинчен ТР ГИБДД Управленийӗнче каласа панă.

Çул-йӗр правилисене пăснине видео-фотофиксаци камерисем палăртнă тăрăх штрафсем çырса паракан система йăнăшнине пула, хăш-пӗр водительсем март уйăхӗнче пӗр штрафа тӳлемелли квитанцие тепӗр хут илнӗ. Патшалăх автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тăрăх, иккӗмӗш хут йышăннă постановленисем пăрахăçланӗç.

Енчен те сире маларах çырса панă штрафа тепӗр хут çырса панă-тăк, çак квитанципе Тутарстан Республикин ГИБДД Управленийӗнчи административлă майпа правона пăснине автоматизацилесе фиксацилекен центра пымалла. Енчен те административлă штрафа икӗ постановленипе те  тӳлесе ӗлкӗрнӗ пулсан, ТР ГИБДД Управленине тӳленӗ суммăна тавăрса пама ыйтса заявлени çырса памалла.

Заявленисен бланкӗсене ТР ГИБДД сайтӗнче тупма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев