Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ кун хушшинче Çырчаллинче пурăнакансем Мариупольтан куçса килекенсене 230 пин тенкӗ пухса панă

Автохулара пурăнакансем Мариупольтан ирӗксӗр куçса килме тивнӗ çынсене тӗрев парас чӗнӗве итлесе укçа пуçтарнă тесе пӗлтерет хула мэрийӗ.

Пулăшу акцине рестораторсемпе хула отельерӗсем те хутшăннă. Иртнӗ эрнере Çырчаллинче антикризис штабӗн ларăвӗнче обществолла апатлантару тата хăналăх бизнесӗн представителӗсем те хутшăннă. Вӗсем обществолла ассоциаци тăвасси пирки пӗлтернӗ. Паян çак ассоциаци ырă ӗç тунă – усламçăсем хула администрацийӗ ыйтнине тивӗçтерсе укçа пуçтарнă, Мариупольтен куçса килекенсем вырнаçнă «Жемчужина» санаторие 300 комплект савăт-сапа илсе килнӗ.     

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев