News by date 5 October 2017
-
Футбол. Раççей Иранпа вылять
Октябрӗн 10-мӗшӗнче Хусанти «Казань-Арена» стадионра черетлӗ футбол матчӗ пулать. Хальхинче Раççей сборнăйӗ Иран сборнăйӗпе вылять. Футбол 19 сехетре пуçланать. Билетсене Kassir сайтра тата хула кассисенче туянма пулать. Сăмах май, футбола пула çав кун хула урамӗсене хупмаççӗ. Машинăсене Шыв спорчӗн тӗсӗсен керменӗ тата Гаврилов урамӗнчи парковкăна ( «Ибис» МБ умӗ) лартма...
-
14-мӗшӗнче Тольяттире «Чӳклеме»
Тăван чӗлхене, культурăна, йăла-йӗркене сыхласа хăварас тӗллевпе Тольятти хулинчи Чăваш наципе культура автономийӗ октябрӗн 14-мӗшӗнче «Чӳклеме» уявне ирттерет. Вăл Тольятти хулинчи Искусствăпа пултарулăх Культура керменӗнче (Юбилейная урамӗ, 8-мӗш çурт) иртет. Уяв кăнтăрла 12 сехетре пуçланать. Программăра: чăваш апат-çимӗç, тухăç, халăх промыслисен япалисен, ӳнер тата фотокуравсем; истори фильмне кăтартни; Чӳклеме» йăли;...
-
Кăçал Пăва малта
Кăçалхи çанталăк çӗр ӗçченне тухăçа пухса кӗртме малтан чăрмантарчӗ пулсан та, пит пысăках нуша кăтартмарӗ. Сентябрь типӗ тăнипе пӳлмесене 5 миллион та 23 пин тонна тырă кӗчӗ. Пӗрчӗ валли ӳстерекен кукурузăна шута илмесен, республикăра чи нумай тырă Пăва районӗ пухса илнӗ - 200 пин тонна ытла. Кунта пӗр гектара тивекен...
-
Пире Президент саламлать
ТР Президенчӗ Рустам Минниханов «Татмедиа» АО коллективне компани 10 çул тултарнă ятпа саламларӗ: «Татмедиа» АО коллективне юбилейпе чӗререн саламлатăп! 10 çулта компани çирӗпленчӗ кăна мар, нумай инновацилле проектсене пурнăç парса хăвăртланчӗ те. Вăл паян Раççейри аталанса пыракан чи лайăх медиакомпанисенчен пӗри. Мультимеди технологийӗсеипе ăнăçлăн усă курать, социаллă сетьсенче те сарăлать....
-
Паян Вӗрентекен кунӗ!
( Сăнӳкерчӗк Константин Малышевăн). Хисеплӗ вӗрентекенсем, пӗрремӗш учительсем, класс ертӳçисем, ветеран-педагогсем! Пурсăра та професси уявӗпе саламласа çирӗп сывлăх, çемье телейӗ, пархатарлă та çăмăл мар ӗçӗрте çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ тума ăнăçу сунатпăр! Вӗрентекен! Яту сан мухтавлă, Çӗршывăм сана пуç таять. Ӗçӳ сан паян пархатарлă: Пурнăç çулне вăл уçать. Класа эс кӗретӗн...
-
«Хӗлхем» каллех «çунтарать»
Тутарстанра икӗ çулта пӗрре иртекен «Балкыш» пенсионерсен пултарулăх фестивалӗ тахçанах чăн-чăн уява çаврăнчӗ. Сумӗ те ӳсет, тен, çитес çулсенче Тутарстан чиккинчен те тухӗ. Мӗншӗн тесен ытти регионсенчи ветерансен пултарулăх ушкăнӗсем те унта хутшăнасшăн. Республика, район ертӳçисем, депутатсен корпусӗ тӗрев параççӗ ăна. Йӗркелӳ комитечӗн ертӳçи вара ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид...