Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Паян Вӗрентекен кунӗ!

( Сăнӳкерчӗк Константин Малышевăн). Хисеплӗ вӗрентекенсем, пӗрремӗш учительсем, класс ертӳçисем, ветеран-педагогсем! Пурсăра та професси уявӗпе саламласа çирӗп сывлăх, çемье телейӗ, пархатарлă та çăмăл мар ӗçӗрте çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ тума ăнăçу сунатпăр! Вӗрентекен! Яту сан мухтавлă, Çӗршывăм сана пуç таять. Ӗçӳ сан паян пархатарлă: Пурнăç çулне вăл уçать. Класа эс кӗретӗн...

( Сăнӳкерчӗк Константин Малышевăн). Хисеплӗ вӗрентекенсем, пӗрремӗш учительсем, класс ертӳçисем, ветеран-педагогсем! Пурсăра та професси уявӗпе саламласа çирӗп сывлăх, çемье телейӗ, пархатарлă та çăмăл мар ӗçӗрте çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ тума ăнăçу сунатпăр!

Вӗрентекен! Яту сан мухтавлă,

Çӗршывăм сана пуç таять.

Ӗçӳ сан паян пархатарлă:

Пурнăç çулне вăл уçать.

Класа эс кӗретӗн хăюллăн,

Миçе куç сăнаççӗ сана!

Пӗлӳ тӗнчине эсӗ уçăн -

Малтан малалла талпăнма.

Чуну сан таса та яр уçă,

Чӗрӳ те хӗрӳ те вӗри.

Кашни сăмаху - ылтăн уçă,

Яр уçă пӗлӳлӗх тӗнчи.

Вӗрентекен! Санпа мухтанатпăр,

Эс чӗрӗ çăлкуçăн таппи.

Сана чӗререн ыр сунатпăр,

Ан сӳнтӗр санра чун ăшши!

(Сăвви Инесса Павлован).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев