Футбол. Раççей Иранпа вылять
Октябрӗн 10-мӗшӗнче Хусанти «Казань-Арена» стадионра черетлӗ футбол матчӗ пулать. Хальхинче Раççей сборнăйӗ Иран сборнăйӗпе вылять. Футбол 19 сехетре пуçланать. Билетсене Kassir сайтра тата хула кассисенче туянма пулать. Сăмах май, футбола пула çав кун хула урамӗсене хупмаççӗ. Машинăсене Шыв спорчӗн тӗсӗсен керменӗ тата Гаврилов урамӗнчи парковкăна ( «Ибис» МБ умӗ) лартма...
Октябрӗн 10-мӗшӗнче Хусанти «Казань-Арена» стадионра черетлӗ футбол матчӗ пулать. Хальхинче Раççей сборнăйӗ Иран сборнăйӗпе вылять. Футбол 19 сехетре пуçланать.
Билетсене Kassir сайтра тата хула кассисенче туянма пулать. Сăмах май, футбола пула çав кун хула урамӗсене хупмаççӗ. Машинăсене Шыв спорчӗн тӗсӗсен керменӗ тата Гаврилов урамӗнчи парковкăна ( «Ибис» МБ умӗ) лартма пултараççӗ.
Икӗ çӗршывăн командисем историре пурӗ тăватă хутчен вылянă. Юлашки тӗлпулу 2011 çулта Абу-Дабире пулнă, ун чух «Перси принцӗ» (Иран командине халăхра çапла калаççӗ) пирӗннисене пӗрремӗш хут çӗнтернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев