News by date 6 November 2017
-
Юлашки минутсенче ăнмасть темшӗн
(Константин Малышев сăнӳкерчӗкӗ).Тахçантанпах палăртнă тӗлпулу ноябрӗн 5-мӗшӗнче кăна пулчӗ, «ЧНКА» Хусанти «Перцы» командăпа «Динамо» стадионра тӗл пулчӗ. Иртнӗ тӗлпулу пирӗннисемшӗн начарпа вӗçленчӗ - 0:2. Вăйсем чакни сисӗнетчӗ: турнирта май уйăхӗ вӗçленнӗренпе пӗрре те выляса яман «ЧНКА» унччен малтан 2 вăййа ничьяпа вӗçлерӗ. Хăшӗ травмăпа выляймасть, тепри штрафсене пула сыраймасть бутсыне....
-
Шупашкарта чăвашла кино кăтартаççӗ
Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ Шупашкарта кăçал ноябрӗн 13-17-мĕшĕсенче иртнине хыпарлать ЧНК пресс-служби. Кинофестивале «Çеçпĕл» кинотеатрта савăнăçлă лару-тăрура уçӗç. Йӗркелӳ комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, фестивале пурӗ 17 фильм тăратнă. Вĕсенчен 7-шĕ - илемлĕ, 8-шĕ документлă, икĕ ĕç анимациллĕ фильмсем. Ӗçсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Унсăр пуçне «Чăваш киноӳнерне аталантарма пысăк вăй хунăшăн» уйрăм...
-
Вертолет вӗçенкайăк мар çав, ӳкет
Паян ирхине 8.09 сехетре Тури Услонри «Красный пахарь» сад юлташлăхӗнче Bell-407 вертолет ӳкнине хыпарлать Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби. Аварире пӗр çын вилнӗ. Инкекӗн сăлтавӗ тата вилнӗ çын кам пулни хальхӗхе паллă мар-ха. (Сăнӳкерчӗк 16.mchs.gov.ru сайтран).
-
25-мӗшӗнче «Элмет чăваш пики-2017»
«Чăваш пики» пултарулăхпа илем конкурсӗ элметсемшӗн район чăвашӗсене пӗрлештермелли тепӗр культура мероприятийӗ. Çавăнпа ăна вӗсем çӳллӗ шайра ирттереççӗ. Конкурсăн вырăнӗ те кашни çул улшăнать. Кăçал вăл Клемтел Культура çуртӗнче иртет. Йӗркелӳ комитечӗ ӗçе пуçăннă ӗнтӗ, кашни чăваш ялӗнчен чи пултаруллă та чипер хӗрсене суйласа илнӗ, репетицисем пыраççӗ. Районăн чи хитре...