Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Юлашки минутсенче ăнмасть темшӗн

(Константин Малышев сăнӳкерчӗкӗ).Тахçантанпах палăртнă тӗлпулу ноябрӗн 5-мӗшӗнче кăна пулчӗ, «ЧНКА» Хусанти «Перцы» командăпа «Динамо» стадионра тӗл пулчӗ. Иртнӗ тӗлпулу пирӗннисемшӗн начарпа вӗçленчӗ - 0:2. Вăйсем чакни сисӗнетчӗ: турнирта май уйăхӗ вӗçленнӗренпе пӗрре те выляса яман «ЧНКА» унччен малтан 2 вăййа ничьяпа вӗçлерӗ. Хăшӗ травмăпа выляймасть, тепри штрафсене пула сыраймасть бутсыне....

(Константин Малышев сăнӳкерчӗкӗ).Тахçантанпах палăртнă тӗлпулу ноябрӗн 5-мӗшӗнче кăна пулчӗ, «ЧНКА» Хусанти «Перцы» командăпа «Динамо» стадионра тӗл пулчӗ. Иртнӗ тӗлпулу пирӗннисемшӗн начарпа вӗçленчӗ - 0:2. Вăйсем чакни сисӗнетчӗ: турнирта май уйăхӗ вӗçленнӗренпе пӗрре те выляса яман «ЧНКА» унччен малтан 2 вăййа ничьяпа вӗçлерӗ. Хăшӗ травмăпа выляймасть, тепри штрафсене пула сыраймасть бутсыне. Площадка варрине вăйлатма май çукрахчӗ. «Эс кӗртмесен - сана кӗртеççӗ» текен каларăш футболăн аслă лигинче кăна çӳремест пуль çав. Тренерпа тренировкăсем çукки те витӗм кӳчӗ пулмалла - «Торпедо» иккӗмӗш таймра «ЧНКАн» хӳтӗлев системине çӗмӗрсе пăрахрӗ. Кӳренмелле выляса ятăмăр.

Сăнанă тăрăх, пирӗннисемшӗн иккӗмӗш таймăн юлашки 20 минучӗ питӗ йывăр иртет. Футболистсем ывăнса çитеççӗ, вылякансене улăштарма май килмест. Шăп çак вăхăтра «Торпедо» умлă-хыçлă икӗ гол кӗртрӗ те.
Хальхинче «Перцыпе» вылянă чухне матч драматизмӗ тата та хăрушăрах килсе тухрӗ. Пирӗннисемшӗн. Пӗрремӗш таймра никам та гол кӗртеймерӗ пулин те, кăткăс самантсем пирӗн хапха патӗнче те, «Перцы» голкиперӗ умӗнче те пӗрре мар пулчӗç. «Перцы» нумай тапакан команда пулнине малтан та пӗлеттӗмӗрччӗ, хальхинче те вӗсем Василий Васиков вратаре тӗрӗслессине вăраха тăсмарӗç. Тапма самант уçăлсанах, хапха инçетӗшне пăхса тăмаççӗ. Пӗр-икӗ хутчен пирӗннисен хапхине штанга хăтарса хăваркаларӗ. «ЧНКА» тапăнаканӗсем вара «Перцы» вратарӗпе пӗччене пӗччен тухсан виçӗ хутчен те офсайда «çакланчӗç» пулӗ. Апла пулин те пӗрремӗш гола çав çавах пирӗннисем кӗртрӗç. Унăн авторӗ Михайлов Андрей пулчӗ. Иккӗмӗш гола та «ЧНКА» пурнăçларӗ. Голкипера «йăвантарнă» Алексей Егоров пасӗнчен Денис Рыбаковăн мечӗке пушă хапхана кӗртесси йывăр пулмарӗ. 0:2 пирӗннисемшӗн питӗ лайăх шут. Матч вӗçленме вăл вăхăта 20 минут юлнăччӗ. Егоров капитанăн хăйӗн ку матчра 100 процентлă самантсем 3 хутчен те килсе тухрӗç пулӗ, анчах та вӗсене вăл, шел пулин те, пурнăçлаймарӗ.
Судья иккӗленӳллӗ офсайдсене пире хирӗç вылякансем майлă шăхăрнине эпир хăнăхса çитнӗччӗ ӗнтӗ. Анчах та пирӗн штрафнойра «Перцы» выляканӗ ӳкнине курса ӗлкӗреймесӗр пенальти парасса кӗтменччӗ. Çитменнине вăл çак вырăнтан самай инçеччӗ, вăйă каçпа 8 сехетре пуçланнине шута илсен пачах та ӗненмелле мар пулса тухрӗ орбитр йышăнăвӗ. Анчах та судьяпа тавлашмаççӗ. «Перцын» хура ӳтлӗ легионерӗ Аколь Вильям тапнă мечӗке Васиков тытаймарӗ. Шут 1:2 пулса тăчӗ. Кун хыççăн футбол «таканкки» меслечӗпе малалла шурӗ. Мечӗксем пӗрин хыççăн тепри
Иккӗмӗш гола «Перцысем» стандартран кӗртрӗç. «ЧНКА» çийӗнчех тавăрчӗ. Алексадр Романов палăрчӗ пирӗн. Перцы 5 минутранах шута танлаштарчӗ - 3:3. Хушма вăхăтра пирӗн хапха умӗнче тепӗр сандарт пулса иртрӗ. Штрафнойран тапнă хыççăн пирӗннисем мечӗке зонăран кăларма хăтланчӗç, анчах та шăпа урăхларах килсе тухрӗ. Васиков «девяткăран» аран кăларса ӗлкӗрнӗ мечӗк патне пӗрремӗш Аколь Вильям персе çитрӗ. Вăйăри шут 4:3 пулса тăрсанах судья ăна чарчӗ, пирӗн командăна тавăру атаки тума май памарӗ вăл çак кун.
Çапла сезонри 21 вăйăран 11-ӗшне çӗнтерсе, 6-шне тан выляса, 4-шне выляса ярса «ЧНКА» 39 балл пуçтарса «Д» лигăн турнир таблицинче 6-мӗш вырăн йышăнчӗ. Пуçласа Хусанти футбол вылякансен лигине кӗнисемшӗн ку начар кăтарту мар, çапах та эпир «ЧНКА» таблицăри иккӗмӗш е виççӗмӗш вырăна тухасса кӗтнӗччӗ.
Сезон вӗçленнӗ ятпа «ЧНКА» болельщкӗсем пирӗн футболистсене саламласа ятарлă торт пӗçерсе килнӗччӗ. Вăйă хыççăн хӗрсем унпа каччăсене саламласа сăйларӗç. Симӗс футбол площадки çинче чăваш гладиаторӗсен сăнӳкерчӗкӗсене вырнаçтарнă. Кăмăллă.

Çапах «С» лигăна лекес тесен «ЧНКАн» çав лигăран чи сахал очко пуçтарса «тухса ӳкекен» пӗр командăпа стык матчӗ выляса çӗнтермелле. Ку «Осиново» пулма пултарать. Вăйă вăхăтне хальлӗхе палăртман-ха, вăл çитес канмалли кунсенче пулса иртӗ. Социаллă сетьсенчи аккаунтсенче кун пирки пӗлтерсех тăрăпăр. Кăмăл тăвакансене пурне те футбол курма чӗнетпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев