Шупашкарта чăвашла кино кăтартаççӗ
Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ Шупашкарта кăçал ноябрӗн 13-17-мĕшĕсенче иртнине хыпарлать ЧНК пресс-служби. Кинофестивале «Çеçпĕл» кинотеатрта савăнăçлă лару-тăрура уçӗç. Йӗркелӳ комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, фестивале пурӗ 17 фильм тăратнă. Вĕсенчен 7-шĕ - илемлĕ, 8-шĕ документлă, икĕ ĕç анимациллĕ фильмсем. Ӗçсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Унсăр пуçне «Чăваш киноӳнерне аталантарма пысăк вăй хунăшăн» уйрăм...
Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ Шупашкарта кăçал ноябрӗн 13-17-мĕшĕсенче иртнине хыпарлать ЧНК пресс-служби. Кинофестивале «Çеçпĕл» кинотеатрта савăнăçлă лару-тăрура уçӗç.
Йӗркелӳ комитечӗ пӗлтернӗ тăрăх, фестивале пурӗ 17 фильм тăратнă. Вĕсенчен 7-шĕ - илемлĕ, 8-шĕ документлă, икĕ ĕç анимациллĕ фильмсем. Ӗçсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Унсăр пуçне «Чăваш киноӳнерне аталантарма пысăк вăй хунăшăн» уйрăм чыслав палăртнă. Кинофестивальте фильм авторĕсемпе тĕлпулусем, хăтлавсем тата мастер-классем иртмелле. Фильмсене Чăваш Енĕн Наци библиотекинче, «Çеçпĕл» кинотеатрта тата Электрон документацийĕн архивĕнче тӳлевсĕр кăтартаççӗ (Сăнӳкерчӗк Олег Мальцевăн).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев