News by date 8 June 2025
-
Пирӗн лагерьсенче кăçал 220687 ача канать
Ачасен çуллахи канăвне усăллă та хăрушсăр ирттересси республикăн социаллă политика аталанăвӗн пӗр енӗ. Регионти тата Хура тинӗс хӗрринчи (Крым, Анапа, Краснодар) лагерьсенче кăçал пурӗ 220687 ача канӗ. Пӗтӗмпе 1624 пин ытла шкулсем çумӗнчи, хуласем хӗрринчи, санаторипе курорт, палатка, ӗçпе кану лагерӗсем кӗтеççӗ вӗсене. Ачасен çуллахи канăвне кăçал мӗнле йӗркеленипе июнӗн 3-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифинга ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков, «Движение Первых» Пӗтӗм Раççей юхăмӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Тимур Сулейманов, ТР Вӗрентӳпе наука министерствин представителӗ Айгуль Кашапова, Роспотребнадзорăн Тутарстанри уйрăмӗн пуçлăхӗ Марина Патяшина, Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Максим Трущин паллаштарчӗç.
-
Элмет районӗнче ача нефть уçлакан механизм çинче ярăнас тенӗ те...
Çак хăрушă трагеди июнӗн 2-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Тайсуганово ялӗ патӗнче пулни паллă.
-
Бизяки — Чистай тата Чистай — Анат Кама çулсемпе çӳрекенсене пӗлсе тăма!
«Волга» М7 автоçулăн Бизяки — Чистай тата Чистай — Анат Кама участокӗсемпе çӳресси 2026 çулхи декабрӗн 20-мӗшӗччен кансӗр пулассине хыпарлать ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалăх министерствин пресс-служби.