Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Бизяки — Чистай тата Чистай — Анат Кама çулсемпе çӳрекенсене пӗлсе тăма!

«Волга» М7 автоçулăн Бизяки — Чистай тата Чистай — Анат Кама участокӗсемпе çӳресси 2026 çулхи декабрӗн 20-мӗшӗччен кансӗр пулассине хыпарлать ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалăх министерствин пресс-служби.

«Волга» М7 автоçулăн Елабура районӗнчи Бизяки участокӗнне (2,3 километр) хупни Тойма юханшывӗ урлă хывнă кӗпере тӗпрен юсанипе çыхăннă. Çавăнпа Поспелово патӗнчи çулпа çаврăнса каймалла.
Анат Кама районӗнче Чистай — Анат Кама çулăн участокне те çак сăлтавпах хупаççӗ. Кунта Шемша юханшывӗн кӗперне юсаççӗ. Çăмăл машинăсем регионти Шереметьевка — Кармалы тата Çӗнӗ Шуçăм — Шереметьевка — Кармалы, пысăк тиевлисем Вырăс Акташ– Кузайкино тата М7 «Волга» тата Р239 Хусан — Оренбург çулпа çаврăнса каймалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество