Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн лагерьсенче кăçал 220687 ача канать

Ачасен çуллахи канăвне усăллă та хăрушсăр ирттересси республикăн социаллă политика аталанăвӗн пӗр енӗ. Регионти тата Хура тинӗс хӗрринчи (Крым, Анапа, Краснодар) лагерьсенче кăçал пурӗ 220687 ача канӗ. Пӗтӗмпе 1624 пин ытла шкулсем çумӗнчи, хуласем хӗрринчи, санаторипе курорт, палатка, ӗçпе кану лагерӗсем кӗтеççӗ вӗсене. Ачасен çуллахи канăвне кăçал мӗнле йӗркеленипе июнӗн 3-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифинга ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков, «Движение Первых» Пӗтӗм Раççей юхăмӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Тимур Сулейманов, ТР Вӗрентӳпе наука министерствин представителӗ Айгуль Кашапова, Роспотребнадзорăн Тутарстанри уйрăмӗн пуçлăхӗ Марина Патяшина, Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Максим Трущин паллаштарчӗç.

Ачасен çуллахи канăвне хатӗрленесси çуркунне мар, сезон вӗçленсен кӗркуннех пуçланать. Вожатăйсен шкулӗ те çак вăхăтрах ӗçе пуçăнса çулталăка тăсăлать. Кăçал лагерьсенчи канăва лайăх ирттерме ачасене пурӗ 8000 ытла вожатăй пулăшӗ, вӗсенчен 3100-шӗ шăпах кăçал вӗреннисем. 

ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков каланă тăрăх, яланхи пекех ашшӗ-амăшӗн кăçал та ачине хăçан тата ăçта ярассине, хакне, тематикине пăхса суйламалăх пур. Сменăсем тӗрлӗ тематикăллă (пӗтӗмпе 50 профильлӗ программа), чӗлхе, экологирен пуçласа спорт, çарпа патриотизм таранах. Вӗренӳре çитӗнӳ тунисем, шала кайнă чирсемпе аптракансем, ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем, призыв çулне çывхаракан çул çитменнисем – пурӗ 50 279 ача – тӳлевсӗр путевкăпа канӗ. 

 Ăçта канассине кура путевка хакӗсем тӗрлӗрен пулнине те асăнчӗ спикер, вӗсем 5000 тенкӗрен пуçланаççӗ. Паллă ӗнтӗ, чи хаклисем коммерцилле лагерьсемпе Хура тинӗс хӗрринчисем. Сăмах май, çур çул каяллахи экологи катастрофине пăхмасăр Анапăри лагерьсем ӗçлеççӗ. Чăн та, хальхинче ачасен тинӗсре мар, бассейнра кăна шыва кӗме тивет. Республика шефа илнӗ Рубежное тата Лисичанскри 500 ачана кăçал та хаваслă кану парнелессине асăнчӗ спикер. Вӗсем икӗ сменăпа Крымри лагерьсенче канӗç.

Хуть мӗнле ачан та канăвӗ пулмаллах, çав шутра сывлăх енчен çирӗпех маррисен те. ТР Раисӗ Р.Минниханов тӗрев панипе çуллен çак категорири ачасем валли май уйăхӗнче ятарлă сменăсем ӗçлеççӗ. Вӗсенче кăçал 550 ача каннă.

2024 çулта республикăра çуллахи лагерьсен çӗнӗ формачӗ – çамрăксен политикин, культура, спорт учрежденийӗсем çумӗнче кăнтăрлахи лагерь – хута кайнă. Пӗлтӗр вӗсем пилотлă проект пулса Ешӗлварпа Азнакай районӗсенче (100 ача) кăна ӗçленӗ пулсан, кăçал 10 районтах (650 ача). 

Спикерсен сăмахӗпе, лагерь вăл ахаль кану кăна мар, ачасем нумай усăллă хăнăху, воспитани илмелле. Кăçал Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулӗ тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулӗ пулнăран лагерьсенчи кану программине патриотизм темиллӗ мероприятисем нумай кӗнӗ. Çӳлту районӗнчи «Чайка» лагерӗнче çул çитменнисем валли йӗркелекен «Время героев» çарпа патриотизм тематикăллă кану путевкисене (3 сменăра 600 ача канӗ) икӗ кунрах туянса пӗтернӗ. «Патриот» республика центрӗ йӗркелекен палатка лагерӗсене те ачасем кăмăллама ӗлкӗрнӗ.

«Движение Первых» Пӗтӗм Раççей юхăмӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Тимур Сулейманов каланă тăрăх, пултаруллă ачасемпе çамрăксен йăлари «Сэлет-Биляр» регионсен хушшинчи форумӗ кăçал та пулать. Унта хальхинче 6 пин ача килессе кӗтеççӗ. 

Ачасен çуллахи канăвӗ интереслӗ те тулли кăна мар, хăрушсăр та иртмелле. Кун çине çирӗп тимлӗх уйăрнă. Çав шутра Роспотребнадзор енӗпе те. Марина Патяшина сăмахӗсемпе, ку енӗпе çӗнӗлӗхсем çук, йăлт яланхи пек. Çавах та ашшӗ-амăшӗсене асăрхаттармасăр хăвармарӗ вăл. «Ачăрсем лагерьсенче выçă мар, физиологине шута илсе вӗсем валли икӗ эрнелӗх меню хатӗрленӗ. Апат лаборатори тӗрӗслевӗ витӗр иртет. Ачăрсене курма килсен хăвăрт пăсăлакан, кремлă пироженăйсем, тӗтӗмленӗ апатсем, газировка, чипсы пек япаласем илсе ан килӗр», – терӗ вăл.

Пушар хăрушсăрлăх енӗпе те пысăк ыйтусемех çук, комисси тӗрӗслев ирттернӗ. Апла пулсан та, Максим Трущин пушар хăрушсăрлăхӗн урокӗсене кашни сменăри ачасемпе хăйсемпе ирттерессине каларӗ. Апла-капла пулас-тăк, ачасен ăçта каймаллине, мӗн тумаллине лайăх пӗлмеллипе çыхăнтарчӗ вăл çакна.

Ашшӗ-амăшӗсем, ачăрсене çулла ăçта канма ярассине хальччен палăртма ӗлкӗреймерӗр-тӗк, вăхăт пур-ха. Информацие ТР Çамрăксен ӗçӗсен, ТР Вӗрентӳпе наука министерствисен тата «Движение Первых» Пӗтӗм Раççей юхăмӗн Тутарстанри уйрăмӗн сайчӗсенче пӗлме пулать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: детский лагерь минмолодежи Движение первых детский отдых каникулы