News by date 8 October 2024
-
Миçе вӗçен кайăк?
Çуллен октябрӗн пӗрремӗш канмалли кунӗнче Раççейре вӗçен кайăксене шута илеççӗ. Çав кун волонтерсем ку е вăл территорире вӗçен кайăксене сăнаса даннăйсем пухаççӗ. Унтан ученăй-орнитологсем вӗсем тăрăх вӗçен кайăксен кӗркуннехи миграцине палăртаççӗ. Кăçал акцие Анат Кама та хутшăннине хыпарлать ТР Биоресурссем патшалăх комитечӗн пресс-служби.
-
Хусанта паян Нурлат районӗн культура кунӗ иртет
Паян, октябрӗн 8-мӗшӗнче Хусанти В.И.Ленин ячӗллӗ культурăпа кану комплексӗнче Нурлат районӗн культура кунӗ пулать.
-
Кăçал «Мисс Россия» титула Шупашкартан Валентина Алексеева тивӗçнӗ
Октябрӗн 5-мӗшӗнче Мускаври «Барвиха Luxury Village» концерт залӗнче иртнӗ «Мисс Россия» конкурсра Чăваш Ен Республикинче çуралса ӳснӗ Валентина Алексеева çӗнтернине пӗлтереççӗ конкурсăн официаллă сайтӗнче. 1-мӗш вице мисс титула Тольятти хулинчен Ирина Миронова тивӗçнӗ, 2-мӗш вице-мисс Санкт-Петербург хулинчен килнӗ Ульяна Евдокимова пулса тăнă.
-
Испытательные лаборатории нефти и нефтепродуктов АО «Транснефть — Прикамье» выполнили более 73 тыс. исследований за 9 месяцев 2024 года
АО «Транснефть — Прикамье» подвело итоги деятельности испытательных лабораторий (ИЛ) предприятия за девять месяцев текущего года. Всего специалисты выполнили 73 446 исследований качества нефти и нефтепродуктов.