Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Миçе вӗçен кайăк?

Çуллен октябрӗн пӗрремӗш канмалли кунӗнче Раççейре вӗçен кайăксене шута илеççӗ. Çав кун волонтерсем ку е вăл территорире вӗçен кайăксене сăнаса даннăйсем пухаççӗ. Унтан ученăй-орнитологсем вӗсем тăрăх вӗçен кайăксен кӗркуннехи миграцине палăртаççӗ. Кăçал акцие Анат Кама та хутшăннине хыпарлать ТР Биоресурссем патшалăх комитечӗн пресс-служби.

Биоресурссем патшалăх комитечӗн районти уйрăмӗн сотрудникӗсемпе «Экологипе биологи ача-пăча центрӗн» педагогӗсем, Красноключински районӗнчи «Шкул вăрман хуçалăхӗ» пӗрлешӗвӗн çамрăк эковолонтерӗсем Сухаревский сунар хуçалăхӗнчи Акăш кӳллинче информаци пухнă. Пӗтӗмпе 300 тӗрлӗ вӗçен кайăка, çав шутра акăша, чайкăна, шăнкăрча тата ыттине шута илнӗ.

ТР Биоресурссем патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: биоресурсы