Пӗрле чухне эпир вăйлă
(Юрий Адъютантов. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Халăхсен пĕрлĕхĕн кунӗнче Çӗпрел районӗнчи П.В.Дементьев ячĕллӗ музей Упири «Ăшă çурт» социаллă приютра «Тăван çĕршывăм ман - Раççей» патриотизм сехетне ирттерчӗ.
Ачасене праçникĕн историйӗпе паллаштарчӗç, вырăссен Аслă кнеçӗ Дмитрий Пожарский, Куçма Минин паттăр тата Турă Амăшĕн Хусан турăшӗ çинчен каласа пачӗç.
«Килĕшӳ», «пĕрлӗх», «туслăх», «шанчăк», «тăнăçлăх»,...