Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пуçпа туслă пулсан, тупăш ӳсет

Така 21.III - 20.IV Укçа-тенкӗ енӗпе ăнăçлă эрне. Пуçпа туслă пулсан, тупăша ӳстерме пулӗ. Пур ӗçе те хăвăр çине иличчен лайăх план тăвăр. Сывлăх пирки ан манăр, тӗрӗс апатлану çинчен те. Хăш чухне ытлашши те ӗçлетӗр, канасси пирки те шутлăр пăртак. Канмаллисенче вăй-хал нумайрах та пулӗ. Эрнелӗх гороскоп ВĂКĂР 21.IV...

Така 21.III - 20.IV

Укçа-тенкӗ енӗпе ăнăçлă эрне. Пуçпа туслă пулсан, тупăша ӳстерме пулӗ. Пур ӗçе те хăвăр çине иличчен лайăх план тăвăр. Сывлăх пирки ан манăр, тӗрӗс апатлану çинчен те. Хăш чухне ытлашши те ӗçлетӗр, канасси пирки те шутлăр пăртак. Канмаллисенче вăй-хал нумайрах та пулӗ. Эрнелӗх гороскоп

ВĂКĂР 21.IV - 20.V

Ку эрнере пултарулăх çирӗплӗхне тӗрӗслеме тивӗ. Хăвăр пирки: «Ытларах та тума пултаратăп, нумая тивӗç», - тесе шутлатăр. Çанă тавăрса ӗçлемелле, харпăр потенциала уçма, обществăри вырăна çирӗплетме вăхăт çитнӗ. Юратнă çыннăр çинчен ан манăр, тӗлпулăва кайса килӗр.

ЙӖКӖРЕШсем 21.V - 21.VI

Ăнăçлă эрне. Тăвансемпе юлташăрсене ытларах тимлӗх уйăрма тăрăшăр, ӗç тармӗ. Хваттерте юсав ӗçӗсем пуçласан аван пулӗ. Пуçарнă ӗçе вӗçне çитерме сирӗн час-час чăтăмлăх çитмест, çӗннине пуçăнатăр. Çакăнтан хăтăлма тăрăшăр. Канмаллисене килте кӗнеке вуласа ирттерни усса кайӗ. Юратнă çыннăра кӳрентересрен асăрханăр.

Рак 22.VI - 22.VII

Ку эрнере тахçанах калаçма пăрахнă çынсемпе хутшăнусене çӗнӗрен чӗртетӗр. Мăнкăмăллăха çӗнтерсе каçару ыйтма пӗлӗр. Таврара интереслӗ мероприятисем нумай иртеççӗ, хутшăнма васкăр. Ӗçре ăнать, çулçӳревсем те лайăх пулӗç. Канмаллисене хăвăр кăмăлсăрлансан кăна пăсма пулӗ.

АрĂСЛан 23.VII - 23.VIII

Кӗтмен çӗртен преми илме пултаратăр. Савăннипе туххăмрах тустарса кăна ан ярăр. Пуçлăх сире хисеплет, карьерăпа çӗкленмешкӗн пулăшма пултарать. Хăшӗсем урăх ӗçе вырнаçса пурнăçӗсене аван енне улăштарӗç. Юратнă çынпа хутшăнусем пăсăлма пултараççӗ.

ХӖр 24.VIII - 23. IX

Ку эрне вӗренӳшӗн çав тери лайăх. Хуть те мӗнле контрольнăйсемпе тестсене те çăмăллăнах паратăр. Юратнă çынпа хутшăнусене малалла аталантарасси пирки калаçма вăхăт çитнӗ. Юлташсем пӗрле канма чӗнсен - кайăр. Эрне варринчен пуçласа хăвăрăн ӗç, хобби, çумри çынсем çинчен шутлатăр. Хурланма кирлӗ мар - мӗнле проблемăна та татса пама пулать.

ТАраса 24.IX - 23.X

Çак тапхăрта иккӗленӳсем тарăхтарма пуçлаççӗ. Килте те, ӗçре те татса памалли ӗçсем нумай. Пăшăрханусем хыçран çӳреççӗ тейӗн, çавăнпа хăвăр çинчен ытлашши нумай каласа ан парăр. Шалти сасса итлӗр, вăл йăнăшмӗ. Юратнă çынпа хутшăнусем аванланаççӗ.

Скорпион 24.X - 22.XI

Ку эрнере хутшăнусене çирӗплетмелле: мăшăрпа та, бизнесра та. Хупăнса ан ларăр, уçăрах пулма тăрăшăр, капла йывăрлăхсене те çăмăллăнах çӗнтеретӗр. Харпăр пурнăç пирки ӗçре ытлашши ан калаçăр. Мӗн чухлӗ сахалрах пӗлӗç, çавăн чухлӗ ӗçсем ăнса пырӗç. Эрнен иккӗмӗш çурринче тăкаксем нумайланӗç, перекетлӗрех пулăр.

УхĂÇĂ 23.XI - 21.XII

Тӗллевлӗх, çине тăраслăх кăтартсан лартнă тӗллевсене пурнăçлама пултаратăр. Эрне пуçламăшӗнче укçа-тенкӗ енӗпе ăнать, ӗçсене çăмăллăн пурнăçлатăр, харпăр планкăна ӳстерсех пырăр. Кӗтни пулӗ. Шăнса пăсăласран асăрханăр, ăшăрах тумланăр.

Ту качаки 22.XII - 20.I

Ку эрнере çӗннине вӗренме, çӗнӗ горизонтсем уçма тăрăшмалла. Ăнăçу сирӗн енче пулӗ, харпăр пурнăçра ырă кӗтменлӗхсем пулӗç. Пӗчченнисен пулас мăшăрӗпе паллашас шанăç пур. Канмаллисенче кӳренмелли тупăнӗ, ку çывăх çынсемпе çыхăнма пултарать. Вӗсем пирки шухăшăрсене улăштаратăр. Кам тăшман, кам юлташ пулнине ăнланса илетӗр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II

Укçа-тенкӗ енӗпе плансем тума е инвестицисем хывма ăнăçлă тапхăр. Стратегилле йышăнăва йăлтах тӗрӗсленӗ хыççăн тин тумалла. Тăванăрсене тимлӗх уйăрăр. Пуçарулăх кăтартса вӗсене пулăшма тăрăшăр. Канмаллисенче килте ăнсăртран проблемăсем сиксе тухӗç.

ПулĂсем 21.II - 20.III

Сăмахсенчен ӗç çине куçса çанă тавăрса ӗçлеме пуçламалла, Çӗнӗ çул умӗн укçа нумай кирлӗ пулӗ. Таврари çынсем хăйсен проблемисем çинчен каласа парӗç, ан тарăхăр, ăнланма тăрăшăр. Мăшăрсен хутшăнури йывăрлăхсем пирки калаçма вăхăт çитнӗ. Канмаллисене пӗрле ирттерни усăллă пулӗ. Пӗчченнисен те вăхăта килте ирттермелле мар, тухса çӳрӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев