News by date 11 July 2026
-
Сентябрӗн 4 – 8-мӗшӗсенче Хусанта XXII «Алтын Минбар» Халăхсен хушшинчи кинофестиваль иртет
Комисси пайташӗсем конкурса 54 фильм суйласа илнӗ. «Раççей – ислам тӗнчи» темăпа 10 картина, Тутарстанра кăларнă наци фильмӗсен конкурсӗ ытти çулсенчи пекех, улшăнусăр юлать.
-
Июлӗн 4-мӗшӗнче Аксу районӗ те Уяв картине тăчӗ
Аксу чăвашӗсем. Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа кăçал ăна «Уяв чӗлхи – туслăх чӗлхи» театрализациленӗ прологпа уçнă. Шупашкартан килнӗ «Çавал» ансамбльпе пӗрле районти Культура çурчӗсен çумӗнчи пултарулăх ушкăнӗсем, вырăнти Ача-пăча искусство шкулӗн вӗренекенӗсем çӗр ӗçӗпе халăх йăли-йӗркине питӗ хитре кăтартнă.
-
Паян Çарăмсанра республика Уявӗ!
Уяв программи ирхине 10 сехетре пуçланать, пурне те хапăл туса кӗтетпӗр.