News by date 11 October 2023
-
Марина Карягина Вера Кузьмина çинчен кино ӳкерет
Паллӑ чăваш тележурналисчӗ Марина Карягина СССР халӑх артистки Вера Кузьмина 100 çул тултарнине халалланӑ фильм ӳкерет.
-
СССР халăх артистки Вера Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Çамрăксен пултарулăх форумӗ иртет
Кăçалхи чӳк уйăхӗн 16-мӗшӗнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитет.
-
Тутарстанра 2024 çулта социаллӑ проездной хакланать
Постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алӑ пуснӑ.
-
Тутарстан Патшалăх Канашӗпе Алтай Республикин Патшалăх Пухăвӗ – Эл Курултайӗ ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетнӗ
Паян, октябрӗн 11-мӗшӗнче Горно-Алтайск хулинче (Алтай Республики) ТР Патшалăх Канашӗпе АР Патшалăх Пухăвӗ – Эл Курултайӗ ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетрӗç. Сăмах май, ӗçлӗ хутшăнусем икӗ республикăн парламенчӗсем хушшинче тахçанах çирӗпленнӗ. Пӗрремӗш килӗшӗве 20 çул каялла 2044 çулхи июлӗн 7-мӗшӗнче çирӗплетнӗ пулнă.
-
Çитес çула республикăн бюджетне 40 миллиард тенкӗ чухлӗ ӳстерме йышăннă
Кӗçех парламентра республикăн Тӗп финанс законне сӳтсе явма тытăнаççӗ. Леонид Якунин пӗлтернӗ тăрăх, бюджет çинчен закон проектне депутатсем тишкерме пуçланă. Ытти çулхи пекех бюджетăн тупăш пайне 2024 çулта ӳстерме палăртнă – 40 миллиард тенкӗ чухлӗ. Çавна май тăкаксен пайӗ те ӳсетех.
-
Республикăра çитес кунсенче çумӑр, йӗпе юр çӑвасса кӗтеççӗ
Çĕрле сывлăш температури пӗчӗк пулнăран çулсем пăрпа витĕнме пултараççĕ.